Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашмаш каччи 45 çул тултарнă пулĕччĕ

04 февраля 2012 г.

Январĕн 30-мĕшĕнче тури чăвашсен районти музейĕнче Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Геройне, Кашмаш ялĕнче çуралнă Николай Валерьевич Смирнова халалланă асăну кунĕ иртрĕ. Çакăнта унăн амăшĕ, çывăх çыннисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев, архив ĕçĕн тата культура пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева, Раççей Геройĕ Е.Г. Борисов, ытти хăнасем хутшăнчĕç. Анчах, шел пулин те, Николай паян пирĕн хушăмăрта çук, аякри тăрăхри çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Пурăннă пулсан вара чăвашăн мухтавлă ывăлĕ хĕрĕх пилĕк çул тултарнă пулĕччĕ те...

Музея пухăннисем «Гордимся славою героя» электронлă презентаципе паллашма пултарчĕç. Пурин сăн-питĕнче те хурлăх, пăлхану палăрчĕ. Кун пек самантра уйрăмах кун-çул парнеленĕ амăшне йывăр. Коля паян çумра пулнă пулсан Тамара Леонидовна ĕçпе пиçĕхнĕ аллипе ывăлне ăшшăн çупăрлĕччĕ, юнашар ларса чунне уçса шăкăл-шăкăл калаçĕччĕ, вĕри кукăльпе сăйлĕччĕ те...

– Николай Валерьевичăн ырă сăнарне, паттăрлăхне нихăçан та асăмран кăлармăпăр. Текех хăрушă вăрçă пирĕн кун-çула ан хуçтăрччĕ. Паттăрлăха вара мирлĕ пурнăçра, ĕçре, вĕренÿре кăтартасчĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Тамара Леонидовна умĕнче пуç тайса чечек çыххи тыттарнă май.

Паян Николай Валерьевич кун-çулĕ, паттăрлăхĕ пирки аса илтĕмĕр. Тĕрĕссипе вара ăна эпир яланах асра тытатпăр, малашне те çаплах пулĕ.

– Коля выляни, калаçни, сĕтел хушшинче ларни паян та ман куç умĕнче. Вăл мĕн пĕчĕкренех питĕ правурччĕ. Вылянă чухне суранланни те пĕрре мар пулнă, вăл вара пурпĕр куççулĕ кăлармастчĕ, çирĕп чунлă ачаччĕ. Чĕр чунсене питĕ юрататчĕ тата хĕрхенетчĕ, вĕсемшĕн тăрăшатчĕ. Ĕçрен пăрăнмастчĕ, тăтăшах мĕнпе те пулин пулăшатчĕ, – аса илчĕ Тамара Леонидовна ывăлĕ пирки.

Вăхăт çитсен ытти яш пекех вăл çар ретне тăрать. Тепĕр çултан шăпа ăна Афганистан тăрăхне илсе çитерет. Кунта ăна отделени командирĕ пулма шанаççĕ. Амăшĕ патне: «Анне маншăн ан кулян, эпĕ Афган çĕрĕ çинче», – тесе çыру йĕркисем шăрçалать. Çар ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа, паттăрлăхпа палăрать. Çакна хисеп паллисем, Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Хăй тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван тăрăха таврăнать. Анчах та вăл 1994 çулта çар ĕçне контракт мелĕпе тăсассине пĕлтерет. Çывăх çынсене кун пек хыпар шартах сиктерет. Вăрăм çула тухиччен, тăван кил-йышран уйрăличчен вара Коля: «Мама, если погибну – героем погибну. Да нет, пошутил я», – тесе сыв пуллашать. Чăваш çĕрĕнчен уйрăлса Таджикистана çитет. Август уйăхĕнче хĕрÿ çапăçу пулса иртет. Вĕсем çине Таджикистанри ислам юхăмĕн боевикĕсем, афган моджахечĕсем, араб наемникĕсем сĕмсĕррĕн тапăнаççĕ. 12 сехет пынă çапăçура кĕçĕн сержант Смирнов хăйне шеллемесĕр тăшмана хирĕç хăюллăн кĕрешет, вилмеллех аманать. Çапăçу хирĕнче выртакан 27 çулхи пограничник-десантник куçне ĕмĕрлĕхех хупнă пулин те тăшмана хăрушшăн туйăннă.

РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн Николай Валерьевич Смирнов кĕçĕн сержанта çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Раççей Федерацийĕн Геройĕ ят параççĕ. «Ылтăн çăлтăра» вара амăшĕ чи паха тупра вырăнне хурса упрать.

Асăну кунĕ çавăн пекех Кашмаш шкулĕнче те иртрĕ. Кунти чылай ĕç-хĕл Н.В. Смирнов пурнăçне сăнлать. Апла пулсан паянхи яш-кĕрĕмĕн ăша хывмалли сахал мар.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика