Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхланакана Турă та сыхлать

04 февраля 2012 г.

Юлашки вăхăтра çанталăк уйрăмах сивĕ тăрать. Кун пек чухне шăнса пăсăлас хăрушлăх та пысăк, чрезвычайлă лару-тăру та пулма пултарать. Çавăнпа та район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕпе Николай Панфилович МИЛЮТИНПА тĕл пулнă май кун пек çанталăкра хамăра мĕнле тытмалли, мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалли пирки, аварипе çăлав службисен ĕçне-хĕлне çак тапхăрта епле йĕркелесе пыни пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.

– Çапла, çанталăк ăшăтма шутламасть. Каçсерен вырăн-вырăн температура 30 е ытларах градус сивĕне те çитет. Климат нормин виçинчен ку вăл 7–12 градус сивĕрех. Каласа хăвармалла, сивĕпе шăнса кайнипе çынна больницăна леçме тивнĕ тĕслĕх те çук мар. Çавăнпа та пурин те асăрханулăх, тимлĕх пирки манма юрамасть.

Районти аварипе çăлав службисем халĕ çирĕп режимпа ĕçлеççĕ. Пысăк инкек-синкек таврашĕ пулман. Сиксе тухнă вак-тĕвек пăтăрмахсене вăхăтра татса пама тăрăшатпăр.

Манмалла мар: сывлăш температури уйрăмах чакса кайнă чухне электролинисем татăлса кайнипе е пысăк нагрузкăна пула чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухма пултарать. Ăшăпа тивĕçтерессинче пăтăрмахсем пулма пултараççĕ. Çуртсене вутăпа хутса ăшăтакансен уйрăмах тимлĕ пулни кирлĕ. Çуртсенчи газ оборудованийĕсем юрăхсăра тухас хăрушлăх та пур.

Çынсене çак правилăсене тепĕр хут аса илтерни ытлашши пулас çук. Шăнса пăсăлас мар тесен питĕ сивĕ çанталăкра кирлĕ-кирлĕ маршăн урама тухма кирлĕ мар. Ачасене, килти выльăха та сивве кăлармасан лайăхрах.

Шăнса пăсăласси ытларах чухне тăвăр тата нÿрĕ атă-пушмак, çи-пуç тăхăннипе, эрех ĕçнипе, хавшанипе е ывăннипе çыхăннă. Урара çăм чăлха пулсан лайăх. Ăшă тытакан алсиш тăхăнма, шарф çыхма ан манăр. Пуçа та шăнтма кирлĕ мар.

Ытлашши шăнса кайсан медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулать. Пĕрремĕш пулăшу пама та пĕлмелле. Ытлашши шăнса кайман пулсан вара чи малтанах шăннă вырăна ăшăтас пулать. Ăшăтнă май тата ÿте хĕреличчен массаж туса юн çаврăнăшне йĕркене кĕртмелле. Ăшă чей, сĕт, шÿрпе ĕçес пулать. Шăннă çынна ăшă çĕре вырнаçтармалла.

Граждансене çавна та асăрхаттарасшăн. Ытлашши нумай электричество приборĕсемпе усă курма ан тăрăшăр. Перегрузка пулма пултарать. Электроприборсем, кăмакасем тата мăрьесем юсавлă пулччăр.

Кирек епле чрезвычайлă лару-тăру пирки те районти пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине 62-7-34 телефонпа (кĕсье телефонĕпе – 112 номерпе) шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика