Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьевпа Д. Медведев тĕл пулнă

04 февраля 2012 г.

Эконом класлă çурт-йĕр тăвасси Раççей регионĕсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăмалла. Çакăн пирки пĕлтернĕ Дмитрий Медведев.

Президент Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу ытларах ЖКХ проблемисем пирки пулнă. Дмитрий Медведев çанталăк сивĕ тăнă май ку сферăри лару-тăру мĕнле пулнипе интересленнĕ. Игнатьев ăнлантарса панă тăрăх лару-тăру йĕркеллех, анчах та çуртсенче пурăнакансем ертсе пыракан компанисем тĕлĕшпе кăмăлсăр пулнин тĕслĕхĕсем çук мар. Çăхавсем пулнă компанисен ĕçне-хĕлне право сыхлав органĕсем тĕрĕсленĕ, финанс тĕлĕшпе пысăк çитменлĕхсем тупса палăртнă.

«Енчен те вĕсем хăйсене тивĕçсĕр тытаççĕ пулсан, хупас пулать. Хăшĕсем ĕçсене йĕркене кĕртме пултараççĕ – вĕсене кун пек шанăç памалла. Тĕрĕссипе вара касса çыхăнусăрлăхĕ туса хуни, укçана айккинелле «вĕçтерни» вăл – пысăк йĕркесĕрлĕх», – палăртнă Президент. «Ас тăватăр-и, эпир укçа-тенкĕне тÿрех хăй счечĕ çине куçарассин ыйтăвне сÿтсе явнăччĕ. ЖКХ тÿлевĕсем енĕпе сирĕн патра ăна пурнăçа кĕртнĕ-и;» – интересленнĕ Президент.

Михаил Игнатьев ăнлантарса панă тăрăх ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă ĕнтĕ. Пĕрлехи касса расчечĕн центрĕсем туса хунă, вĕсем урлă укçа-тенкĕ тÿрех тĕп компанисене çитет. Нимĕнле посредник та çук. Кун пек схема уçăмлă та ансат. Унăн лайăх енĕсем палăраççĕ ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика