Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012": старта!

04 февраля 2012 г.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012» массăллă чупăвăн тата Социализмла Ĕç Геройне Е. Андреева асăнса ирттерекен ăмăртăвăн положенийĕ

Ăмăртусене 10.30 сехетре Муркашри В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ умĕнче уçаççĕ.

Массăллă чупăва вĕрентÿ учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх производство кооперативĕсен, предприятисемпе организацисен командисем хутшăнаççĕ. Вăтам шкулта вĕренекенсен командинчи чи лайăх 9 кăтартăва, тĕп шкулта вĕренекенсен командинчи чи лайăх 6 кăтартăва, ĕçлекенсен командинчи чи лайăх 4 кăтартăва пăхса пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Çапла майпа çĕнтерÿçĕ командăсене палăртаççĕ.

VIP-старта – 2 çухрăм – ертÿçĕсем хутшăнаççĕ. Ытти хутшăнакансен дистанцийĕсем çапла:

1994–95 çулсенче çуралнисем: яшсем – 5 çухрăм, хĕрсем – 3 çухрăм;

1996–97 çулсенче çуралнисем: яшсем – 5 çухрăм, хĕрсем – 3 çухрăм;

1998–2000 çулсенче çуралнисем: арçын ачасем – 3 çухрăм, хĕр ачасем – 2 çухрăм;

2001 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем – пурте 1 çухрăм;

1993 çулта çуралнисем тата аслăраххисем: арçынсем – 5 çухрăм, хĕрарăмсем – 3 çухрăм;

40 çултан иртнĕ ветерансем: арçынсем – 3 çухрăм, хĕрарăмсем – 2 çухрăм;

50 çултан иртнĕ ветерансем: арçынсем – 3 çухрăм, хĕрарăмсем – 2 çухрăм.

Мала тухнисене уйрăммăн тата командăпа палăртса парнесемпе, дипломсемпе тата медальсемпе чыслаççĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнче заявкăсене февралĕн 11-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕ: 63-4-65.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика