Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта чăвашлăх тĕнчи хуçаланать

01 февраля 2012 г.

Районти нумай ĕç коллективĕсенче паян ытларах хĕрарăмсем вăй хуни, шăпах вĕсем районăн экономикăпа социаллă пурнăçне малалла шанчăклăн утăмлаттаракансем пулни вăрттăнлăх мар. Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ваттисен çак сăмахне эпир паян Мăн Сĕнтĕр райповĕн Шомикри «Нарспи» кафере вăй хуракан тĕслĕхĕ урлă сăнласа парас терĕмĕр.

– Çĕннине тăтăш алла илмесĕр, ыранхи куна пăхса ĕçлемесĕр, малашлăхшăн тăрăшмасăр, хамăр асатте-асаннесен культурине асра тытса ăна тĕреклĕ аталантармасăр экономикăн анлă çулĕ çине тухма çук. Çакна пирĕнтен пурнăç ыйтать. Ăна эпир хамăр çинче куллен туятпăр. Мăн Сĕнтĕр райповĕн, районăн, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн экономикине малалла уттарасси пĕрлехи тивĕç пулнине те ăнланатпăр, – терĕ хамăрпа паллаштарнă хыççăн кафе ĕçĕпе интересленме пуçласан кафе заведующийĕ Валентина Емельяновна Моисеева.

Райпо Шомикра кафе уçни пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ, анчах виçĕ çул каялла Марс Димитриев художник ăсталăхĕпе ăна çĕнĕрен чăвашлăх чунĕ кĕртнĕ хыççăн кунти обществăлла апатлану тепĕр утăм малалла ярса пусрĕ. Сентнерпе Нарспи çÿллĕ валак пуçĕнче шыв ăснине пăхса кайăксен юррипе тулнă ешĕл вăрман кашлавĕнче апатланма кăмăллакансем чылай иккен. «Чăвашлăх тĕнчинче лăпкăн ларса апатланни пире кашни хутĕнчех 100–200 çул каяллахи вăхăта тавăрать. Тавах çакнашкал илеме халăх патне илсе çитерекенсене, райпо ертÿçисене тата илемлĕх ăстине. Художникăн маçтăрлăхĕ пирки пирĕн иккĕленÿ çук, – терĕç хăйсем çак кафене кашни эрне майлах хуларан килсе çÿренине çирĕплетсе сĕтел хушшинчен тухакан хĕрпе каччă. – Хамăр чăваш пулнишĕн пирĕн вăтанма кирлĕ марах».

Яш-кĕрĕмрен уйрăлсанах куç умне «Нарспи» кафе коллективне обществăлла апатланăва аталантарассишĕн пыракан экономика ăмăртăвĕнче унчченхи çул çĕнтернĕшĕн Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Л. Майкова панă Тав çырăвĕ куç умне пулчĕ. Райпо системипе çакнашкал ÿсĕме тивĕçни, пытармăпăр, пысăк çитĕнÿ.

Кафери стенасем вара – чăн-чăн истори палăкĕ. Нарспипе Сентнер валак патĕнче тăнипе пĕтĕм тĕнче савăнать. Çак ÿкерчĕкре чăвашлăх пуласлăхĕ куç умне тухать. Чăнах та эпир пулнă, пур, пулатпăр! Пĕлтĕрхи хĕл ăсатăвĕнче кафе поварĕсем «Чи тутлă икерчĕ» конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçни те Шомиксем чăвашлăхпа тачă çыхăнура пулнине çирĕплетет.

Ĕç коллективĕ туслă та çаврăнăçуллă пулни кашни калаçурах аван курăнать. Паянхи сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла эсир Надежда Геннадьевна Семеновăпа Маргарита Васильевна Матвеева поварсемпе Валентина Геннадьевна Уливанова буфетчицăна куратăр. Çак чăваш пикисем хатĕрленĕ апата камăн астивсе пăхас килмĕ-ха? Эпир те апатлануран пăрăнса иртеймерĕмĕр. Пырса пăхăр! Хак парăр! Ялти обществăлла апатлану культури куç умне тухать кунта.

Районта çакнашкал ĕç коллективĕсем пурри Муркашсене савăнтарать. Малашне те çапла пултăрччĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика