Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу – уявсем ячĕпе

01 февраля 2012 г.

Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнчи кунĕсене Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Анаткас Апашри ял клубĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ алă усса ларса ирттермерĕ. Пирĕн çак вăхăтра чи пĕлтерĕшли ĕçсен никĕсĕ Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çуртне çитсе кунта канлĕх тупнисене Çĕнĕ çул уявĕ туса парасси, арçынсемпе хĕрарăмсене Христос Туррăмăр çуралнин тата ăна шыва кĕртнин кунĕсемпе саламласси, кивĕ Çĕнĕ çулпа ырлăх-сывлăх сунасси пулчĕ.

...Эпир çитессе пĕлнĕ ватăсем пире урамранах савăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Вĕсем пирĕнпе тĕл пулăва тĕплĕ хатĕрленни ваттисен çуртне шала кĕрсен те кашни утăмрах палăрчĕ. Пÿлĕмсене питĕ тăрăшса илемлетнĕрен кашни утăмрах çĕнĕ кун шевли хуçаланать.

Малтанах эпир ватăсене хамăрпа тата Чуманкасси ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллаштартăмăр. Ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнисене Анаткас Апаш енчи пултаруллă çынсем çинчен çырнă хаçат-журналсем, кĕнекесем парнелерĕмĕр.

Мĕн чухлĕ салам сăмахĕ илсе çитертĕмĕр тата! Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Ковалева саламланине вара вĕсем пĕр сасă кăлармасăр итлерĕç. Тĕл пулу парне-кучченеçсемсĕр те пулмарĕ. Вĕсенче кашнинчех пирĕн чун ăшши пулнине ватăсем куççуль шăлса пăшăлтатса каларĕç. Уйрăммăн илсен пирĕн ушкăнти З. Базикова ватăсене хăй çыхнă 20 мăшăр тапочки, З. Тимофеева хăй çĕленĕ 7 саппунпа тутăр, Н. Соколова торт тата тĕрлĕрен тутăр, тĕнче рекордсменкин Вера Соколовăн амăшĕ Н. Соколова тутăрсемпе нускисем тата тĕрлĕ апат-çимĕç парнелерĕç.

Хĕл Мучи рольне пирĕнпе пĕрле пынă В. Макарова (Москакассинчи ача садĕнче музыка вĕрентет) питĕ ăста вылярĕ. Юр Пики – пирĕн ялти ферма ĕçченĕ Е. Соколова. Вĕсем ташша-юрра йыхравланине куракансем питĕ кăмăллă йышăнчĕç. Юррисене баянпа А. Семенов илемлетрĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕпе Н. Петровăпа социаллă пулăшу центрĕн директорĕ О. Иванова ватă çынсем тĕлĕшпе районта, республикăра епле йышăнусем тунине, тимлĕх мĕнле шайра пулнине тĕслĕхсемпе каласа-ăнлантарса пачĕç.

Уяв ваттисем хатĕрленĕ çимĕçсемпе пуянлатнă тулли те илемлĕ сĕтелпе асра юлчĕ. Кĕрекери юрăсене пирĕнпе пĕрле кунта канлĕх тупнă арçынсемпе хĕрарăмсем те савăнсах юрларĕç.

А. СЕМЕНОВА,

Анаткас Апашри ял клубĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика