01 февраля 2012 г.
«Развитие телерадиовещания Российской Федерации на 2009 – 2015 годы» Федераллă программа Раççейĕн ытти регионĕсенче ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт самай иртрĕ. Çак ĕç Чăваш Республикинче те вăя кĕнĕ май Муркаш районне те аякра хăвармарĕ. Ку программа пурнăçланни пирĕншĕн – хăйне майлă историллĕ пулăм. Çак çĕнĕлĕхпе тÿрремĕнех «Гипрозем» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлне çыхăнтарма пулать. Организаци ĕçченĕсем халĕ районти çынсемпе тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлне палăртаççĕ, документсем йĕркелес енĕпе тимлеççĕ. Эпĕ ку тĕлĕшри малашнехи ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе «Гипрозем» организаци директорĕпе С. И. Васильевпа калаçрăм.
– Сергей Иванович, паянхи пурнăç тăтăшах çĕнĕлĕхсен шыравĕнче пулма хистет. Кĕçех эсир тимленипе эпир те, ялсенче пурăнакансем, цифрăллă телевидени пăхма пуçлăпăр.
– Пирĕн организаци пирки чылайăшĕ пĕлмест те пулĕ. «Гипрозем» организаци тÿпи вара Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕнче пĕчĕк мар. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн ĕç çĕр йĕркелĕвĕн ыйтăвĕпе, пурлăха хаклассипе тата ку тĕлĕшри ытти ĕç-хĕлпе тачă çыхăннă. Кирек епле сооружени çĕклес е çĕр çинче ытти пысăк ĕç пурнăçлас пулсан документсем йĕркелес тĕлĕшпе пирĕн сахал мар тăрăшма тивет.
Кăçал вара республикăри вун сакăр районта трансляцин çирĕм сакăр объектне хута яма палăртнă. Муркаш районĕ çырма-çатраллă тăрăх пулнине шута илсе трансляцин тăватă объектне вăя кĕртме йышăннă. Ку хисеп ытти районсенче вара сахалтарах. Мана чылай регионта пулма тÿр килет. Вĕсенче ку ĕç самай малтан пуçăннă. Çакăн пек ырă улшăну вăл пурнăç тăтăш çĕнĕлĕх шыравĕнче пулнине çирĕплетет. Паллах, патшалăх çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе çакăн пек программа йышăннă пулсан унпа усă курма пĕлмелле. Унăн витĕмĕпе пирĕн организаци ĕçĕ татах та хушăнчĕ.
Цифрăллă телевидени трансляци объектне çĕклеме вара чи малтан тĕрĕс вырăнта çĕр лаптăкĕ суйласа илмелле, межевани ĕçне пурнăçламалла, хакламалла, пĕр категорири çĕре тепĕр категорие куçармалла. Документсем йĕркелес тĕлĕшпе эпир ĕçлетпĕр, трансляци объектне çĕклекенсем – Раççейри телевидени центрĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн (РТРС «РТПЦ» по ЧР) ĕçченĕсем.
Трансляци объекчĕ çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар, кĕсье телефонĕсем унпа танлаштарсан чылай сиенлĕрех. Малашне спутник турилкки пуррипе çукки пĕлтерĕшлĕ пулмĕ. Телевидени программисене тÿлевсĕрех курма пулать, пĕрремĕш çул çичĕ канал тытмалла, тепĕр çулхине çирĕм канал пулмалла. Спутник турилкки чăваш радионе тытмасть, ку объект вара наци радионе, телевидени каналĕсене тытма май парать.
Трансляци объектне вырнаçтарма çÿллĕ вырăн кирлĕ, ун пеккисем вара ытларах чухне çынсен пай çĕрĕсем е газ пăрăхĕсем çинче, е ытти çĕрте вырнаçнă. Заказчик хăйсемшĕн меллĕ лаптăк суйлать, çĕр категорине тĕпчемест. Район тата ял тăрăхĕсен специалисчĕсем те çĕр лаптăкне хаклас тĕлĕшпе тивĕçлĕ хурав параймаççĕ. Муркаш районĕнчи икĕ объект та пирĕншĕн питĕ чăрмавлă, тăкаклă пулса тухрĕ. Çакă чи малтан ответлă ĕçченсем çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă. Акă Шупашкар районĕнче цифрăллă телевидени станцине тума пуçланă, çĕр лаптăкĕ вара Мускав çыннин аллинче пулнă. Пирĕн вара тĕрлĕ специалист йăнăшĕсене тÿрлетме тивет.
Çавăн пекех эпир «Мегафон» компание Элĕк – Улатăр çыхăну йĕрĕ çинчи пысăк строительство ĕçне йĕркелеме документсем хатĕрлес тĕлĕшпе пулăшатпăр. Рязаньти подрядчиксем пирĕнпе ĕçлеме кăмăл туни «Гипрозем» ООО услугисем тивĕçлĕ шайра пулнине çирĕплетет.
Çĕр ыйтăвне йĕркелес ĕç рынокĕнче пирĕн конкурентсем йышлă. Организаци 2005 çулта кăна йĕркеленнĕ пулин те, ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ тесе палăртма пулать. Эпир ку рынокра халсăр мар, ĕçсĕр пачах та лармастпăр, вăхăт çитменни пирки хăш-пĕр заказа йышăнмастпăр. Акă Сăр шывĕ урлă пысăк калăпăшлă кĕпер хываççĕ. Унти ĕç шайĕ пысăк пулни каламасăрах паллă. Çитменнине тата ответлă ĕçченсем ку тăрăхри федераллă çĕр лаптăкĕсене саккуна пăсса усă курнă. Ку объектри ĕçе пире шанса панă.
– Апла пулсан сирĕн ĕç çĕр ыйтăвĕпе тачă çыхăннă...
– Çапла, лицензиллĕ «Гипрозем» чикĕллĕ яваплăхлă общество картографи, геодези, çĕре инвентаризацилессине, пурлăха хаклассине, ял тăрăхĕсен генеральнăй проекчĕсене тăвассине, çĕр йĕркелĕвĕн ĕçне тата ытти хăш-пĕр ĕçе пурнăçлать. Пирĕн ĕç калăпăшĕ питĕ анлă пĕлтерĕшлĕ.
Чылайăшĕ астăвать пулĕ, çирĕм çул каялла ĕç тăвакан органсем çĕр лаптăкĕсем валеçрĕç. Каярах вара çĕр комитечĕсене пăрахăçларĕç, çавна май чылай документ çухалчĕ. Хальхи ял тăрăхĕсен специалисчĕсем хăйсен тăрăхĕнчи çĕр çинче тата çĕр айĕнче мĕн вырнаçнине те пĕлмеççĕ. Çакă пирĕн ĕçре пысăк чăрмав кÿрет. Çавăн пекех хăш-пĕр организацисем пÿлĕмрен тухмасăрах çĕр виçнĕ документ тăваççĕ. Çавăн пек специалистсем хыççăн чăннипех те ĕçлеме йывăр. Чылай чухне клиентсем ыйтнипе тавлашуллă çĕр лаптăкĕсен ыйтăвĕсемпе судра та пулма тивет пирĕн, хăш-пĕр клиент ыйтăвĕ вара пĕр çулталăкра та вĕçленмест. Çынна пулăшасси пысăк укçа-тенкĕрен пĕлтерĕшлĕрех, çавăнпа та вĕсене йывăрлăхра пĕччен хăварас мар тесе ĕçе вĕçне çитиех йĕркелесе паратпăр. Тавлашуллă çĕр ыйтăвĕпе тачă ĕçлеме, çынсене ку тĕлĕшпе тĕрлĕ консультаци пама пысăк опытлă юрист кирлĕ. Уйрăмах çĕр пайĕсем тĕлĕшпе пирĕн пата чылаййăн пыраççĕ. Çавна май çынсен йышлă ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе компанинче ку енĕпе ятарлă уйрăм йĕркелеме палăртатпăр.
Чи малтан çĕрпе ĕçлекен ятарлă органсен саккуна питĕ лайăх пĕлмелле. Чылай чухне ăна хăйсем те пĕлмеççĕ, çавна май çынсен тĕрлĕ инстанцире усăсăр вăхăт ирттерме тивет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, хăшĕ-пĕри район хаçатне виçĕ хутчен пĕлтерÿ парать. Çапла вара ĕçе вĕçне кăлариччен çын хăшкăлса çитет, хăш чухне вара ку ĕç çине алă сулать. Уйрăм çын çĕр докуменчĕсене йĕркелес ĕç вăрах вăхăт пырать. Клиент çĕр лаптăкĕнче пĕр пай уйăрса пама ыйтать. Ку ĕç кĕске самантра пулаймасть. Малтан вара лаптăкне талккишпе виçмелле, кайран кăна уйрăм пай тĕлĕшпе документ тума пулать.
– Сирĕн организаци услугипе хăш тăрăх ытларах усă курать;
– Пирĕн компанин филиалĕсем Чăваш Енре, çавăн пекех Мордвара, Мари Элта, Чулхула тата Пенза облаçĕсенче йĕркеллĕ ĕçлесе пыраççĕ.
– Сирĕн ĕç калăпăшĕ пысăк пулни курăнать, опытлă специалистсем çителĕклĕ-и-ха;
– Пирĕн коллектив пысăк мар. Заказчиксем нумай пулни пирки тата ĕç калăпăшĕ пысăк пулнăран пысăк объектсене Саранскри ĕçтешсене те явăçтарма тивет. Ку тĕлĕшри пысăк опытлă специалистсем сахалтарах. Кадрсем хатĕрлес енĕпе юлашки вăхăтра ял хуçалăх академийĕ тата Саранскри техникум тимлет, унта кадастр инженерĕсене хатĕрлеççĕ. Пирĕн професси малашлăхлă, тăрăшса ĕçлесен вара ĕç укçи те пĕчĕк мар. Ку тĕлĕшри специалистсен вăтам çулĕ 30 çулпа танлашать.
Енчен те сирĕн çĕр ыйтăвĕпе консультаци илмелле, геодези, топографи, межевани ĕçĕсем пурнăçламалла пулсан 8(8352)62-48-91 номерпе шăнкăравлама пултаратăр. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Водопроводная урам, 20 çурт.
Р. Илларионова калаçнă.