01 февраля 2012 г.
Çуллахи каникулта ачасен кану тапхăрĕ, апла пулсан вĕсен сывлăхне çирĕплетесси те йĕркеллĕ ирттĕр тесе вĕрентÿ пайĕнче паянах ку ыйтусемпе ĕçлеççĕ.
Ачасем каникулта хула тулашĕнчи хăш лагере канма каясшăн-ха; Вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе паянхи кун районти пур шкулта та ыйтăмсем пыраççĕ. Ятарлă ыйтусем çине шкул ачисем – 1–10-мĕш классенче вĕренекенсем – хурав параççĕ. Çапла вара ачасем хăш лагере кăмăллани, çуллахи вăхăтра хăйсен тавра курăмне хăш енĕпе анлăлатассине тата ашшĕ-амăшĕ вĕсен канăвне мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма пултарассине те пĕлтереççĕ.
Кунсăр пуçне çуллахи вăхăтра шкулсенче те лагерьсем уçма палăртаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ пулмалла: спорт лагерĕсем, туризма кăмăллакансен, тавра пĕлÿçĕсен тата ытти енлĕ. Йывăр лару-тăруллă çемьесенче, нумай ачаллă çемьесенче тата тулли мар çемьесенче ÿсекен ачасене тимлĕх яланхи пекех ытларах пулĕ.
Шкул çумĕнчи лагерьсем вăхăтра ĕçлеме пуçлаччăр тесе документсем хатĕрлессипе паянах тимлеççĕ.
Н. Николаева.