01 февраля 2012 г.
Тул лайăххăн çутăлса та çитмен, пулăçсем палăртнă вырăна килсе те çитрĕç. Сивĕрен хăраман, унтан та ытларах – пулла çÿремесĕр пурăнма пултарайман 60 ытла çын плотина çине пухăнчĕ. Вĕсен шутĕнче пулăçсенчен чи кĕçĕнни – 2004 çулта çуралнă Ж. Поликарпова тата чи асли – Н. Афанасьев. Вăл вара шăпах чи пысăк пулă тытаканĕ пулчĕ – 176 грамм. 60 грамм таякан пулă ăмăртура чи пĕчĕкки шутланчĕ. Ăна А. Яндимиркин туртса кăларчĕ.
Чи пĕрремĕш пулă Шупашкар районĕнчи Е. Федорова çакланчĕ. Пĕтĕ-мĕшле пулă тытнипе малти вырăнсене çĕнсе илекенсем парнеллĕ кăна мар, каçхи пулă яшкиллĕ те пулчĕç. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи В. Кольцов 2,27 кг чухлĕ пулă тытма пултарнă – 1-мĕш вырăн, Юнкă ял тăрăхĕнчи В. Макаров – 2,115 кг, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи В. Иванов – 1,753 кг.
Интереслĕ ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн, парнесемшĕн йĕркелÿ комитечĕ Сергей Геннадьевич Мазикова тав сăмахĕ калать. Çакăн пек пуçаруллă çынсем пулсан çеç пурнăç малалла каять.