Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне пăруланă тапхăр – яваплă самант

28 января 2012 г.

Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ килти хушма хуçалăхра ĕне усрать. Ĕне-выльăха тулăх апатлантарма, çак тĕллевпе хĕл каçма ытлă-çитлĕ апат янтăлама çулленех ырми-канми тăрăшать вăл. Ĕнерен пăру илесси вара – ялта пурăнаканшăн тĕп ыйтусенчен пĕри. Çавăнпа та пăрăва ăнăçлă алла илсен асаттесемпе асаннесем тăван-пĕтенсемпе ĕнери çиме пухăнни хăйне евĕр уяв пулнă.

Умĕнхи вăхăт

Хĕл кунĕсем – ĕне пăруламалли чи меллĕ те яваплă вăхăт. Çакна шута хурса паян эпир те ял çыннисемпе тăтăшах ăнлантару калаçăвĕсем ирттеретпĕр. Паллă ĕнтĕ, ял çыннисенчен нумайăшĕ хăйсен пурнăçне ĕне тытмасăр курмасть. Ытларах чухне вĕсем ĕнисене хĕлле пăрулаттармалла пĕтĕлентереççĕ. Çак ответлă ĕçĕн вара хăйĕн йăли-йĕрки пур.

Пăрусене алла çирĕп илме ĕнесене технологипе килĕшÿллĕ пăхмалла. Малтанах çакна асра тытмалла: ĕнесене пăрулаттарма хатĕрленессине 2 уйăх маларах пуçăнмалла. Хатĕрленÿ пĕлтерĕшĕ кунта ĕнесене апатлантармалли правилăсене çирĕп пăхăннипе çыхăннă. Пĕтĕ ĕнесен хăйсен рационĕ пулмалла. Сума пăрахсан вĕсене кăшман та, сенаж-силос та памалла мар.

Ку вăхтра килти хушма хуçалăхсенче ĕнесене сарайсемпе витесенче тытни вĕсене çут çанталăк пулăмĕсенчен сыхлама май парать. Кунпа пĕрлех тăтăш сарайĕнче тăни те ĕнесене хĕвел çутинчен «чухăнлатать». Нумай вăхăт упранакан выльăх апачĕн пахалăхĕ чакни те ĕне сывлăхĕ çине пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿрет.

Ĕне пăруламалли кун çывхарнă май ответлăх ÿсет. Ку вăхăт ĕнене пĕтĕлентернĕ хыççăн 9 уйăхран çитнине кил хуçи аван пĕлет. Пăруламалли кун çывхарнă май ĕнен çилли пысăкланать, купарча шăммисенчи сыпăсем вăйсăрланаççĕ, 1–2 кун юлсан çиллисенчен сĕт тухать. Таса сывă пăру илес тетĕр пулсан малтанах витене ытлашши хатĕр-хĕтĕртен тасатмалла, урайсемпе стенасене тата кормушкăна 2 процентлă натрий шĕвекĕпе е 2 процентлă креолин растворĕпе дезинфекцилемелле. Айсарăмлăх улăма маларахах пÿлĕме ăшăнма ытлă-çитлĕ кĕртсе хумалла.

Пăру алла илесси

Ĕнесем нумай чух выртса пăрулаççĕ. Вăл йывăр пăруланине асăрхасан ветеринар пулăшăвĕ кирлĕ пулать. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан ĕнен 30–60 минутра пăруламалла. Пăру пысăк тата ĕнен купарча шăмми пĕчĕк чух выльăха пăрулама пулăшни вырăнлă. Пăру çемçе улăм çине тухса ÿксен малтанах сăмсапа çăвар çинчен «кĕпене» илсе пăрахмалла, пăрăва сывлаттармалла. Кирлĕ пулсан пăрăва искусствăлла майпа сывлаттармалла. Енчен те кăвапа хăй тĕллĕн татăлмарĕ пулсан, ăна пăру хырăмĕнчен 8–10 сантиметрта дезинфекциленĕ пурçăн çиппе çыхмалла та дезинфекциленĕ хачăпа касса татмалла. Кăвапа вĕçне йод настойкипе тĕксе илмелле.

Кăвапана касса тирпейленĕ хыççăн ĕнене пăрăва çуллаттараççĕ. Çакă вăл пăрушăн хăйне евĕр массаж. Кун пек чухне юн лайăхрах куçма пуçлать, ÿт урлă пулакан газ ылмашăвĕ йĕркеленет. Енчен те ĕне пăрăва çулламасть пулсан ăна ним тăхтаса тăмасăр шăлса типĕтмелле, сăмсасемпе хăлхасене тата куçне лăймакаран тасатмалла.

Ĕнене – тимлĕх

Тин кăна пăруланă ĕнене 5–8 литр кăштах тăварланă ăшă шыв памалла. Кăштахран ĕнене сумалла е пăрăва ĕмĕртме ямалла. Кунта çакнашкал асăрхаттару пур: малтанхи 2 сехетре ĕнерин пĕрремĕш порцине пăрăва ĕмĕртмелле. Çапла туни çамрăк выльăх амăшĕнчен иммунитет илессипе çыхăннă. Хыç ÿкессине асăрхасах тăмалла. Йăлтах йĕркеллĕ чух вăл 6–12 сехетре ÿкет.

Пăруланă хыççăн ĕнен çилли карăнса ларать. Çакăнтан пăрăнса иртме обязательнăй йĕркепе массаж туса ĕнене малтанхи талăксенче 5–6 хутчен сусан та ытлашши пулмасть.

Пăрăвăн малтанхи апачĕ – амăшĕн сĕчĕ. Ун урлă вăл хăйне кирлĕ япаласене илет, иммунитета вăйлатать. Кун çути курнă сывă пăрăва 1–1,5 сехетрен сĕт ĕмĕртни лайăх. Мĕншĕн тесен сĕтре минераллă тăварсем нумай пулнăран пăрăвăн шыв ĕçесси ÿссе каять. Çавăнпа та ăна 4–5-мĕш кунне вĕретнĕ шыв ĕçтерни вырăнлă.

Пăрăва кĕске хушăранах ĕнерен уйăрсан ăна амăшĕн сĕтне витререн çăта-çăта ĕçтерме юрамасть. Сĕт ĕçтерме сутлăхра пур ятарлă ĕмкĕчсемпе усă курмалла. Пăру аталанăвĕ уйăха çитнĕ тĕле ăна çемçе утă хурса пани, пĕчĕкшер пайпа концентрат çитерни вырăнлă. Çакă мăн хырăмлăх микрофлорине йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ.

А. ФЕДОРОВА,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика