Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Диван – телевизор – тĕпел» маршрутпа пурăнсан...

28 января 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи йĕркене пăсассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен профилактика комиссийĕ январĕн 20-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш ларăва пухăнчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Калинин ертсе пычĕ. Ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем хăйсене кĕттермерĕç. Малашне мĕнле утăмсем тумалли уççăнах курăнчĕ.

Малтанах ачасем йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумайланнипе çул çитменнисен подразделенийĕн пуçлăхĕ В. Алексеев паллаштарчĕ. Пĕл-тĕрхи кăтарту çапла: çул çитмен 18 çамрăк (вĕсенчен 8-шĕ шкулта вĕренет) пурĕ 26 преступлени тунă. Преступлени тăвасси ÿснĕ. Сăлтавĕ вара ытларах чухне ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене контрольлесе тăманнинче, апла – çемьесенчи йĕркесĕр лару-тăрура. Акă Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕнче 48 çамрăк тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ 19 çемье учетра тăрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова (вăлах районти çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ĕçне ертсе пырать) иртнĕ çулхи ĕçе тишкерсе тепĕр хут йĕркене пăсма пултарассине асăрхаттарассипе ытларах тимлеме сĕнчĕ. Саккунсем те çемçерех пек: судпа условлă майпа айăпланă çамрăкшăн тÿрленÿ ĕçне те ашшĕ-амăшĕ пурнăçлать пулсан усси ăçтан пултăр-ха!;

Шкулсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшаççĕ: çул-йĕр çинче, ытти вырăнсенче ачасене хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантараççĕ, ачасене тĕрлĕ секцисене çÿреме, каникул вăхăтĕнче тĕрлĕ лагерьсенче канма майсем çителĕклĕ. Районти социаллă пулăшу паракан центр та тĕрлĕ çемьесене сахал мар пулăшать, ун урлă та ачасем лагерьсене канма каяççĕ.

Урамра вара «хальхи çамрăксем вĕсем...» тенине нумай илтетпĕр. Вĕсене вара кам çапла пăхса ÿстернĕ; Питĕ тĕрĕс каларĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» акционерсен пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Н. Ванеркин: «Ашшĕ-амăшĕсем «диван – телевизор – тĕпел» маршрутпа пурăнсан ырри ăçтан пултăр-ха;». Районта ачасен прависен уполномоченнăйĕ пулнă май ачасен кун-çулĕпе çыхăннă ыйтусене чылай пăхса тухма тивет Николай Григорьевичăн. Халĕ ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене ĕçлессинчен хăтараççĕ, физкультура урокĕсене сиктерме больницăран справка та илсе параççĕ! Çакă пĕтĕмпех ачасене сиен кÿни кăна пулать. Ашшĕ-амăшĕсен малтан хăйсен «сипленмелле». Çапла çеç ачасене йĕркене пăсассинчен сыхлама пулать.

Канашлура район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру сектор ертÿçи Н. Милютин хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Калинин çитес суйлавра та хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелли пирки тата кашнинех суйлава ответлăха туйса хутшăнма сĕнчĕ.

Комисси кăçалхи ĕç планне çирĕплетрĕ. Çитес лару иккĕмĕш кварталта иртмелле.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика