28 января 2012 г.
«О техническом осмотре транспортных средств и о внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации» Федераллă саккуна пурнăçласа республикăн Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче 595 " «О предельных размерах платы за проведение технического осмотра транспортных средств» йышăну кăларчĕ. Вăл кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ.
Çак йышăнура автотранспорт хатĕрĕсене техосмотр тăратнăшăн тÿлемелли хаксен чи пысăк виçисене палăртнă. Хаçатра çырнăччĕ, саккуна улшăнусем кĕртнĕ май çак ĕçе халĕ унчченхи пек ГИБДД ĕçченĕсем çеç мар, уйрăм çын предприятийĕсем те тума пултараççĕ. Вĕсен ятарлă лицензи илмелле.
Халĕ вара хаксем патне таврăнар. Водительсĕр пуçне 8 пассажир лартакан çăмăл машинăсене техосмотр тăратнăшăн пирĕн республикăра 380 тенкĕ тÿлемелле.
Кăçалччен çăмăл автомашинăсене техосмотр тăратнăшăн 508 тенкĕ тÿленĕ. Çак хак икĕ пайран тăнă: 300 тенкĕ – патшалăх пошлинин тÿлевĕ; 208 тенкĕ – автомобиле техосмотр тунă ĕçшĕн.
Кăçалтан патшалăх пошлини тÿлессине пăрахăçланă. Çапла вара пĕтĕмĕшле техосмотршăн 380 тÿлемелле, малтанхинчен 25,3 процент йÿнĕрех.
Транспорт хатĕрĕсен ытти категорийĕсем пирки çапла каламалла: пĕрисен хакĕсем ÿснĕ, теприсен чакнă. Уйрăмах мототранспорт хатĕрĕсене техосмотр тăратассишĕн тÿлесси чакнă: 68,1 процент таран. Вун икĕ тонна ытла тиев турттаракан автомобильсемшĕн тÿлев уйрăмах ÿснĕ: 34,5 процент чухлĕ.