Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налуксене мĕнле тÿлĕпĕр малашне?

25 января 2012 г.

Ача – тупăш çăл куçĕ

Çĕнĕ çул уйрăм çынсен хушма тупăшĕнчен илекен налук тĕлĕшпе улшăнусем кĕртрĕ. Çакă ача пур çемьесем уйăхсерен тупăшран илекен 13 процент налука перекетлессипе çыхăннă.

2012 çултан тытăнса хальхи пек кашни ачашăн налук суммине 1000 тенкĕ мар, пĕрремĕшпе иккĕмĕш ачашăн 1400 тенкĕ, виççĕмĕшпе ытти ачисемшĕн 3000 тенкĕ таран каçарĕç.

Виçĕ ачаллă тулли çемьесем валли налук тÿлевĕн кăларăмĕ 5,8 пин тенкĕпе танлашĕ. Ку вăл çемьен кашни членĕ пуçне. Унччен ку сумма 3 пин тенкĕпе танлашнă. Апла пулсан иртнĕ çулхи нормăпа танлаштарсан налук хумалли база 2,8 пин тенкĕ чухлĕ чакать. Ку вăл сирĕн тупăш 364 тенкĕ ÿснине пĕлтерет. Налук хумалли база çăмăллăхĕпе ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшĕ те усă курнине шутлас пулсан налук çăмăллăхĕ 728 тенкĕпе танлашать. Çавна та палăртса хăвармалла. Сирĕн çулталăкри тупăш 280 пин тенкĕрен иртрĕ пулсан налук тÿлевĕ енĕпе çăмăллăх пулмасть.

Налук тÿлевĕ енĕпе çăмăллăх илме ĕç вырăнĕнче заявлени çырса памалла тата ачасен çурални çинчен калакан свидетельствисене тăратмалла. Енчен те ашшĕ-амăшĕнчен пĕри налук тÿлевĕ енĕпе çăмăллăхпа усă курасшăн мар пулсан, икĕ хут пысăклатнă çăмăллăхпа мăшăрсенчен тепри усă курайрать. Çавна валли унăн заявлени çырма тивет.

Пенсионерсем валли – Çăмăллăхсем

2012 çултан тытăнса çурт-йĕр туянакан пенсионерсем валли çăмăллăх туса панă. Çапла майпа халĕ çурт-йĕр туянассипе пурлăх вычетне кайранхи тапхăра куçарма май пур. Е тата çурт-йĕр туяниччен виçĕ çул маларах.

Налуксем

Федераллă налук служби 33 миллион Раççей çыннине пурлăх, çĕр, транспорт, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксене тĕрĕс шутласа паманнинчен хăтарĕ. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи парăмсем пурте каçаççĕ. Çавна валли инспекцие пыма та, административлă тата суд процедурисене хутшăнма та кирлĕ мар.

Уведомленисем парĕç

Татах çĕнĕлĕх. 2012 çулхи ноябрь тĕлне пур уйрăм çынсем те 2011 çулшăн транспорт, çĕр, пурлăхшăн налук тÿлени пирки пĕлтернисем (уведомленисем) илĕç. Налуксен пĕтĕмĕшле виçи вăтам çемье валли (хваттер, автомашина, 6 сотка дача участокĕ) 10 пин тенкĕрен ытла пулмалла мар. Пуçласа налук уведомленийĕн квитанцийĕнче татса илмелли «флажок» пулать. Унпа усă курса гражданин тĕрĕс мар сведенисене тÿрлетме, даннăйсене налук инспекцине ярса пама пултарать.

Федераллă налук службин паянхи тĕп тĕллевĕ – налук тÿлекенсене электронлă услугăсемпе усă курма хăнăхтарасси. Вăл шутра Интернет урлă та. 2012 çултан тытăнса «Личный кабинетпа» усă курма пуçăнаççĕ. Унта вара уйрăм çынсем хăйсен парăмĕсем, пенисем, штрафсем, налуксене ытлашши тÿлени пирки пĕлме, тÿлев докуменчĕсене пичетлеме, налуксене банк урлă тÿлеме пултарĕç.

Çавă та пĕлтерĕшлĕ

2012 çулхи иккĕмĕш çур çултан, нумаях мар пулин те, эрех, пирус тата бензин хакĕсем ÿсмелле. Ку вăл 2012–2013 çулсенчи акцизсене çĕнĕрен пăхса тухнипе çыхăннă. Апла пулин те культурăпа искусство ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пур организацисен те лару-тăрăвĕ лайăхланать. Вĕсем НДС тÿлеме пăрахаççĕ. Халиччен ку çăмăллăхпа коммерципе çыхăнман организацисем кăна усă курма пултарнă. Вăйăсен бизнесĕн вара налук унчченхинчен ытларах тÿлеме тивĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика