25 января 2012 г.
Иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен черетлĕ канашлăвне пухăнчĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Калининпа пĕрле республикăри патшалăх техника инспекцийĕн тĕп инспекторĕ В. Димитриев та хутшăнчĕ.
Ял тăрăхĕсем иртнĕ çул бюджета мĕнле пурнăçланипе финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. Ананьева паллаштарчĕ. Тупăш пухассипе кашни ял тăрăхĕ хăйне май ĕçлет. Тĕслĕхрен, çĕршĕн тÿлекен налука ял тăрăхĕсем пĕтĕмĕшле пухма пултараççĕ пулсан çĕр лаптăкĕсене арендăна парассипе акă Москакасси тата Юнкă ял тăрăхĕсем лайăхрах ĕçлени палăрчĕ. Ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатас тесен уйрăм çынсенчен налук пухассипе (пурлăхшăн, çĕршĕн) вырăнсенче лайăхрах ĕçлеме, бюджетри укçа-тенкĕне тăкаклассине те уçăмлатма сĕнчĕç специалистсем. Кăçалтан пуçласа вырăнсенчи Культура çурчĕсем юридици статусне илнĕ май канашлура çакăнпа çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ В. Андреев паллаштарчĕ. Пĕлтĕр малтанласа çара кайма палăртнă çамрăксем сывлăх тĕлĕшпе 2010 çулхисенчен ытларах пулнине палăртрĕ вăл. Яшсен сывлăхĕ çирĕпрех пулни кăмăла хăпартать. Кĕркуннехи призывра вара пирĕн районтан çара 85 каччăна ăсатмалла пулнă пулсан пурĕ 92-ĕн çар ретне тăнă. Çар комиссариачĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн В. Андреев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тав сăмахĕ каларĕ. Уйкас Янасал, Мăн Сĕнтĕр, Катькас, Турай, Чуманкасси, Шетмĕпуç тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче çак ĕçе ыттисенчен лайăхрах йĕркеленине те палăртрĕ. Çатракасси ял тăрăхĕн вара хăйĕн уйрăмлăхĕ пур – çулран çул кунта çара каяссинчен пăрăнса çÿрекенсем хушăнса пыраççĕ иккен. Çавăнпа та В. Андреев патриотла воспитани ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Контрактпа çара кайма май пур пирки те çамрăксемпе активлăрах калаçмалла. Халĕ ак вĕсен социаллă гарантийĕсем те лайăхрах, укçа-тенкĕ енчен те патшалăх вĕсене кÿрентермест.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене канăç паман тепĕр ыйту çĕр пайĕсемпе çыхăннă. Пĕлтĕр çулла саккун улшăннăранпа хальлĕхе çĕр пайне хăй çине куçарнă çын та çук иккен. Çакă вара тĕрлĕ органсенчи çĕр тĕлĕшпе пур сведенисем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнипе çыхăннă. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенчи информацие те вăхăтра тăратмаллине аса илтерчĕç.
Канашлура çут çанталăка сыхлассипе (люминисцентлă лампăсене пухасси, каяш турттарса тухасси), ялсенче хуçасăр çÿрекен йытăсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтусем те хăйсен вырăнне тупрĕç.
Çитес суйлав пирки чарăнса тăрса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова кĕçех суйлав иртмелли участок пÿлĕмĕсенче веб-камерăсем вырнаçтарма пуçлассине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе хатĕрленÿ ĕçĕсене тытăннă.
Н. Николаева.