25 января 2012 г.
Районăмăрăн экономикăпа социаллă аталанăвне тишкерсен унăн хумĕсем çинче потребительсен обществисем уйрăмах курăмлă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче суту-илÿпе пĕрлех, пытарма кирлĕ мар, тĕрлĕрен производство та кулленех вăй илсе пырать. Çăкăр пĕçересси, пĕремĕк-булка хатĕрлесси, кунти ĕçченсен тăрăшулăхĕпе сентре çине илемлĕ те паха тортсем, пылак шывсем кăларасси – йăлтах Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсен производстви...
«Мĕн-ха вăл культура?» – тесе ыйтсан, çынсенчен чылайăшĕ хуравне ял клубĕпе тата ташă-юрăпа çыхăнтарать. Ку вăл пирĕн çак таранчченхи шухăшлав. Юлашки çулсенче вара пурнăçăмăр тĕпрен улшăннине шута илсе культура пĕлтерĕшĕ те самай анлăланчĕ. Паян час-часах ял культури, апат-çимĕç культури, çĕр ĕç культури пирки, производство культури çинчен калаçни мала тухать. Ку енсем вара пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Вĕсем çĕнĕ технологисене çул уçаççĕ, апла пулсан пирĕн пурнăçăмăрăн никĕсĕнчен тухса тăраççĕ. Ун пек шутласан культура пĕлтерĕшĕ пирĕн пурнăçра тарăнрах та тарăнрах тымар ярса пырать.
Муркаш райповĕ икĕ çăкăр пекарни тытнипе палăрса тăрать: Отарккăри тата Лантăшри çăкăр пекарнисем. Пĕрне мухтаса теприне хурлама çук. Кашниех сентресем çине паха продукци кăларассипе ырми-канми тăрăшать. Çавăнпа вĕсен ĕçĕпе паллашакансем те, кунти ырă тĕслĕхсене алла илсе малалла аталантаракансем те нумаййи савăнтарать.
Лантăш пекарнин пÿлĕмĕнче «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн технологĕпе Людмила Звонковăпа тата асăннă обществăн генеральнăй директорĕн çумĕпе Елена Васильевăпа калаçса ларатпăр. Цех ĕçченĕсем вара пĕр парти çăкăра кăмакаран кăларса теприне ун вырăнне лартаççĕ.
Иртнĕ çул асăннă пекарня пурĕ 489 тонна çăкăр-булка пĕçернĕ. Вăл шутран 302 тонна сушкăпа печени, 187 тонна сухари пĕçерсе кăларнă. Хăйсен ĕçĕшĕн нумай ырă сăмаха тивĕçнĕ. Çакăн хыçĕнче пекарньăра вăй хуракан кашни ĕçченĕн тÿпи пур.
– Ĕçченсен тăрăшулăхĕ савăнтарать. Ăна шута хурса эпир малашлăх планĕсене палăртатпăр, çĕнĕ-лĕхсем алла илме ĕмĕтленетпĕр, – сăпайлă калаçать Елена Кузьминична ĕç пÿлĕмĕнчен производство цехне тухнă май.
Çăкăр пĕçерекенсен шăкăл-шăкăл калаçăвĕ кунта производство линийĕ уксахламаннине çирĕплетет çеç. Акă эпир хăйсем патне çитнĕ чух 35 çул çăкăр пĕçерекен Надежда Николаевна Ивановăпа 30 çул унпа çума-çумăн вăй хуракан Римма Геннадьевна Петрова пулса çитнĕ чустана çăкăр чашкисене хуратчĕç. «Пирĕн продукцие халăх хакласа йышăннине эпир хамăр ĕçе малалла утăмлаттарнипе хуравлатпăр. Урăхла юрамасть. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тесен çанă тавăрсах ĕçлес пулать», – терĕç çăкăр чĕресĕ патĕнчен пăрăнмасăр Надеждăпа Римма хăйсем ĕç культури çине тимлĕх уйăрнине уйрăммăн палăртса. Юнашар сĕтел çинче вара вĕсем кунта паян хатĕрлекен тĕрлĕ продукцин пуян ассортиментне курса савăнма тÿр килчĕ. Маттурсем!