Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестор малашлăхĕ районпа çыхăннă

25 января 2012 г.

Район аталанăвне инвесторсене явăçтарасси – пĕлтерĕшлĕ ыйту. Муркаш ен инвесторсемшĕн хăйĕн илĕртÿлĕхне çултан-çул ÿстерни те вăрттăнлăх мар. Иртнĕ çул вара района харăсах икĕ çĕнĕ инвестор килсе ĕçе кÿлĕнчĕ. Пĕрремĕшсем унччен Ленин яч. хис. кооператив вырăнĕнче «Путь Ильича» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă общество йĕркелесе кунта паянхи кун ыйтакан сĕт комплексне çĕклеме пуçларĕç. Иккĕмĕшĕсем Мускав – Хусан автотрасса çинче Юнкăпуç ялĕ çывăхĕнче автозаправка станцийĕ валли никĕс ячĕç. 2011 çул вĕçĕнче пĕрремĕшсем Мăн Шаптакри мăйракаллă шултра выльăхсен ферминче хăтлă та çĕнĕ стандартсемлĕ общежити хута ячĕç. Иртнĕ тунти кун вара, кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче, «Транзит Сити» чикĕллĕ яваплăхлă общество та автоçулсем хĕррипе вырнаçнă паянхи кун ыйтакан комплексăн пĕрремĕш пайне ĕçе кĕртрĕ. Çак кун савăнăçлă лару-тăрура автозаправка хăйĕн пĕрремĕш клиенчĕсене йышăнчĕ.

Çĕнĕ автозаправка уçăлнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухăва Муркашсем енчен район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В. Калинин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В. Никитин, «Муркаш пасарĕ» МУП директорĕ Е. Субботин хутшăнчĕç. «Транзит Сити» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Р. Гаптельхаков хăнасене паянхи ĕç анлă малашлăхăн пĕрремĕш утăмĕ пулни пирки пĕлтерчĕ:

– М-7 автотрасса çумĕнчи паянхи пурнăç ыйтакан комплексăн пĕрремĕш пайĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Пирĕн автозаправка пахалăхĕ çывăх вăхăтрах водительсем хушшинче ырăпа анлă сарăласса шанатăп. Вĕсене вара пирĕн патăмăра килсен хăт та илем кĕтсе илтĕр тесе тăрăшăпăр. Çак тĕллевпе çывăх вăхăтрах пирĕн 100 çын вырнаçмалăх кафе, бар, кану çурчĕ уçăлмалла. Паянхи куна пулас комплекс валли 120 миллион тенкĕ хывнă пулсан, черетре татах 130 миллион тенкĕлĕх ĕç. Кунти ĕç вырăнĕсем вара йăлтах Муркашсем валли пулĕç, – терĕ ĕç-хĕлпе паллаштарнă май Ринат Назипович.

– Сирĕн район пире йышăннишĕн, аталанма çулсем уçса панишĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Ю. Иванова, унăн çумĕсене В. Калининпа В. Никитина пысăк тав. Район пире майлă пулнăран эпир те сире тĕкĕ парса ĕçлес кăмăллă. Çывăх вăхăтрах хамăр территорире ял хуçалăх таварĕсен пасарне уçма шухăш тытни çывăхри ялсенче пурăнакансем валли тата ял хуçалăх таварĕсемпе ĕçлекен предпринимательсемшĕн меллĕ пуласси пирки иккĕленместĕп, – паллаштарчĕ хăйсен планĕсемпе чикĕллĕ яваплăхлă обществăн коммерци директорĕ Р. Фатыхов.

– Хамăр район территорийĕпе иртекен федераллă çул пуррипе анлă усă курасси – пирĕн кулленхи тĕллев. Эсир пулăшнипе сирĕн тавра пирĕн ĕçченсем ĕçлеме пуçласан, сирĕн обществăра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленсен, çакна курса района инвесторсем туртăнасси татах та хутшăнасси пирки иккĕленÿ çук, – терĕ тав сăмахĕ каланă май район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан В. Калинин.

Автозаправка уçăлнă май йĕркеленнĕ çĕнĕ 20 ĕç вырăнĕнче тăрăшакансен куçĕсенче вара ырă малашлăх выляни курăнчĕ. Шанăç тÿрре килтĕрччĕ.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика