25 января 2012 г.
Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев январĕн 19-мĕшĕнче «Снегоход» профилактика операцийĕ ирттерме приказ кăларнă. Операци январĕн 30-мĕшĕнчен февралĕн 24-мĕшĕччен иртĕ.
Пурнăç ырă еннелле улшăннăçемĕн уйрăм граждансем те юр çийĕн çÿрекен техникăна (Снегоход) туянма пуçларĕç. Анчах вĕсенчен пĕр пайĕ кăна патшалăх техника надзор инспекцийĕнче регистрациленнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн вара пысăк хăвăртлăхпа çÿрекен çав техника хуçисен техникăна туянсан 5 талăк хушшинче патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче регистрациленисĕр пуçне çумра унпа çÿреме удостоверени (тракторист-машинистăн «А» категорийĕ) пулмалла. Кунсăр пуçне çулленех патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче техника тĕрĕслевне тăрса унпа çÿреме ирĕк илмелле.
Асăннă операци тĕллевĕсемпе паллаштарăпăр, хуçисем техникăна вăхăтра регистрациленине, вĕсемпе хăрушсăрлăх правилисен требованийĕсене пăхăнса усă курнине тĕрĕслĕпĕр. Çакна валли кăçал тĕслĕхĕ те пулчĕ. Январĕн 2-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче юр çийĕн çÿрекен техникăпа çÿренĕ чух асăрханусăр пулнипе тата унпа усă курас правилăсене сĕмсĕррĕн пăснипе инкек пулчĕ. Пĕтĕмлетÿ: «Снегоход» хуçи руль умĕнче хĕр ачине лартса пынă. Техника хатĕрĕ ямăна лексен хĕр пĕрчи йывăр суранланнă. Водителĕн удостоверени пулман, техникăна регистрацилемен.
Иртнĕ çул та республикăра çак операци вăхăтĕнче тĕрĕсленĕ техникăн пысăк пайĕ çирĕплетнĕ йĕркепе регистрациленменни, техосмотр тăманни, водительсем кирлĕ категориллĕ удостоверенисемсĕр пулни, регистрациленĕ документсемсĕр эксплуатациленни, патшалăх регистраци номерĕсемсĕр çÿрени палăрнă.
С. НИКОЛАЕВ,
патшалăх техника надзорĕн районти пуçлăхĕ.