Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çул итогĕсем

25 января 2012 г.

Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 68 çул çитсе пырать. Çавна май ĕçчен халăхăмăрăн ял хуçалăхĕнчи пĕлтĕрхи ĕçĕсене цифрăсен куçĕпе пĕтĕмлетсе пăхар. Пурнăç утăмĕсемпе тан аталанса пыма тăрăшакан Муркаш Енĕ çĕнĕлĕхсенчен юлса пымасть. Район территорийĕ 84,5 пин гектар çĕр йышăнать. Вĕсенчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлисем 63 пин гектар пулсан, сухаламалла çĕрсем 49,3 пин гектар.

Кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне район çыннисен харпăрлăхĕнче 13320 хуçалăх шутланнă. Вĕсем тата 26 ял хуçалăх предприятийĕпе 99 хресчен (фермер) хуçалăхĕ район территорийĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе туллин усă курса пыма тăрăшнă.

Мĕнле ĕçленĕ-ха вĕсем иртнĕ çул? Малашлăха пăхмалли ÿсĕмсем пур-и пирĕн; Ĕçсен пĕтĕмлетĕвне цифрăсен куçĕпе тишкерер-ха.

Районăн 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхсан ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăк хушшинче пурĕ 399701,2 пин тенкĕлĕх продукци туса илни курăнать. Ку вăл унчченхи çулхипе танлаштарсан 110,8 процент. Уйрăммăн выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран отраслĕсен ĕç-хĕлне тишкерер-ха. Пĕтĕмĕшле пăхсан кашни отраслех пĕлтĕр виçĕм çулхинчен тухăçлăрах ĕçлени куç умне тухать. Çакăнта хуçалăхсем Раççей Президенчĕ çул панă приоритетлă наци проекчĕпе ăнăçлă ĕçлени малта тăрать. Çавăнпа та пит хĕретмеллиех çук. Анчах çиччĕ виçсе пăхмалли пирки те, çĕнĕ аталану çулĕсем шырамалли çинчен те манма кирлĕ мар.

Çулталăк хушшинче район чĕрĕ виçепе пурĕ 6288,2 тонна аш-какай туса илнĕ (виçĕм çулхипе танлаштарсан 104,1 процент). Вăл шутран: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 1655,8 тонна (113,2 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 179,3 тонна (147,3 процент), килти хушма хуçалăхсем 4453,1 тонна (100 процент). Сĕт сăвасси те пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчисемсĕр пуçне (8520,7 тонна е 93,3 процент) пĕтĕмĕшле малалла утăмланă: 42540,8 тонна е 100,5 процент. Вăл шутра хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 490,4 тонна (161 процент), килти хушма хуçалăхсем 33529,7 тонна (101,9 процент) продукци тунă.

2011 çулта пурĕ 77211,4 пин штук (120,2 процент) çăмарта илнĕ, мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен вăтамран 539 грамм (106,5 процент), сыснасем 391 грамм (127,4 процент) ÿт хушнă. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕмпе 1984 пăру тата 11873 сысна çури илнĕ. Çăмарта тăвакан пĕр чăхăн çăмарта тăваслăхĕ 330 çăмартана çитнĕ.

Пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата килти хушма хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ пĕтĕмĕш-ле ÿснĕ, 16273 пуçпа (100,5 процент) танлашнă. Çав вăхăтрах сыснасен, чăх-чĕпĕн, лашасен хисепĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче те чакнă.

Ÿсен-тăран отрасльне пăхсан çулталăк хушшинче район пĕтĕмпе 34,4 пин тонна (424,6 процент) тырă-пулă, 33,3 пин тонна çĕр улми (виçĕм çулхипе танлаштарсан 213,6 процент) пухса кĕртнĕ. Тĕш-тырă тухăçĕ 22,4 центнерпа (196,5 процент), «икĕмĕш çăкăр» тухăçĕ 118,4 центнерпа (134,7 центнер) танлашни хресчен çĕнĕлĕхсене алла илсе малалла талпăннине çирĕплетет.

Э. СИМАКОВА,

район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика