Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулни никама та чăрмантармасть

25 января 2012 г.

Çул-йĕр çинчи инкексене пула пирĕн çĕр-шывра çулсеренех вуншар пин çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Акă пирĕн район территорийĕнче пулнă аварисенче те пĕлтĕр 13 çын вилнĕ. Ку вăл вăтамран та виçĕ çемьепе танлашать: пурăннă виçĕ çемье, сасартăк инкек – вĕсем çук та. Хамăрăн хăрушсăрлăх пирки, юнашар çынсемшĕн яваплă пулнине манни илсе пырать çакăн патне.

Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ, полици капитанĕ С. Иванов иртнĕ çул район территорийĕнчи çулсем çинче пурĕ 58 инкек регистрациленине пĕлтерчĕ. Вĕсенче пурĕ 83 çын суранланнă.

Аварисене ачасем лекни – уйрăм ыйту. Тарăн шухăшлаттараканни тата хăйсен ачисемшĕн малтанах ашшĕ-амăшĕ ответлă пулнине аса илтерекенни. Иртнĕ çул аварисенче пилĕк ача суранланнă. Пĕр инкекĕ Кашмашра пулса иртнĕ. Сăлтавĕ – ÿсĕр водитель. Тепĕр инкекĕн сăлтавĕнче – пысăк хăвăртлăх тата водитель çул-йĕр условийĕсене шута илменни. Тепĕр икĕ авари федераллă трасса çинче пулса иртнĕ. Юрать-ха çав инкексене лекнĕ виçĕ ачи те хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăннă пулнă.

Çул çинчи инкексене тишкерсен вĕсем нумай чух водитель руль умне ÿсĕрле ларнăран тата пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕрен пулни палăрать. Çакă водительсем яваплăх пирки шутламаннине кăтартса парать. Акă пĕлтĕр эрех ĕçсе руль умне ларнă 82 водителе тытса чарнă, пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕшĕн инспекторсем 1882 протокол çырнă. Ку цифрăсем малтанхи çулхинчен пысăкрах.

Çуран çÿрекенсем те çул çинче хăйсене питĕ ирĕклĕ тытаççĕ. Çакă вара пачах та кĕтмен лару-тăру патне илсе çитерме пултарать. Иртнĕ çул 100 çынна асăрхаттарнă. Инспекторсен умне лекменнисем тата мĕн чухлĕ-ши;

Хамăр асăрханулăх чи малтанах хамăршăн пулнине ниепле те шутлама вĕренсе çитейместпĕр пулас-ха. Хăрушсăрлăх пиçиххине çыхни те, çул урлă палăртнă вырăнта каçни тата ытти йĕркене пăхăнни те – пĕтĕмпех штраф тÿлемелле ан пултăр-ха тенипе мар, хамăрăн пурнăçпах, хамăрăн хăрушсăрлăхпах çыхăннă. Анчах та кашни çын çакна ăнланса илтĕр тесен тĕслĕх вырăнне çын пурнăçĕнчен витĕмлĕреххине тата мĕн илсе кăтартмалла-ши;

Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем ача сачĕсене те, шкулсене те тăтăшах çитме тăрăшаççĕ. Хăрушсăрлăх правилисене аса илтернипе пĕрлех çул çинчи синкерлĕ самантсене те тĕслĕх вырăнне илсе кăтартаççĕ. Ачасем, уйрăмах пĕчĕккисем, çакна, паллах, пĕтĕмпех тарăннăн ăнланса та çитеймеççĕ. Çавăнпа та ăнлантару ĕçне ытларах ашшĕ-амăшĕн туса пымалла.

Ашшĕ-амăшĕсем вара хăйсем те сахал мар тĕлĕнтереççĕ. Автоçул хĕррипе утнă чух нумайăшĕ ачисене çавăтса пырать. Ку – тĕрĕс. Анчах та хăйсем çул хĕррипе, ачисем вара – машинăсене çывăхарах утаççĕ. Утма такăртарах теççĕ-ши; Нимрен малтан ачисен хăрушсăрлăхĕ пирки шутламалла пек туйăнать те... Транспорт çуран утакан пек вăраххăн çÿременнине манмалла мар, çитменнине тата вăл вăхăтра чарăнаймасан та пултарать. Ачăрпа çул урлă каçнă чухне темĕнле васкасан та палăртнă вырăнтах каçмалла. Çул урлă тĕрĕс каçасси хăвăрăн йăлана кĕрсе çитеймен пулсан та ачăрсен йĕрке вырăнне пултăр тесе тăрăшмалла. Вĕсен ответлăхĕ, асăрханулăхĕ çакăн пек утăмсенченех пуçланать. Асăрхануллă пулни вара ку таранччен никама та чăрмантарман-ха.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика