25 января 2012 г.
Çанталăк сивĕ те уяр тăрать. Çакă лайăх та – респираторлă вируслă инфекци чирĕсем ытла хăвăрт сарăлмĕç. Анчах та сивĕ çанталăкра хытă шăнасран тата ал-урасене, хăлхасемпе пите шăнтса ярассинчен асăрханмалла. Тĕрĕс асăрханма вара врач канашĕсем пулăшĕç.
Сирĕн çинче тăвăр та нÿрĕ атă-пушмак е тумтир пулни нуль градуслă тата уйрăмах çиллĕ çанталăкра ÿте шăнтса ярасси патне илсе çитерет. Çавăнпа та япаласене яланах çанталăка кура тăхăнмалла.
Кĕлетке хытă шăннине акă мĕн палăртать: чĕтретет, ÿте кăвакрах тĕс çапать, тута тĕссĕрленет, ăс-тăнпа шухăшлас вăй та, ÿт-пÿ температури те чакать. Çапла чухне ăшă пÿлĕме кĕмелле. Сахалах мар сахăр янă чей (ытла вĕри пумалла мар) ĕçмелле, эрех мар. Мĕншĕн тесен эрех организмри ăшша татах та хăваласа кăларать. Май пур пулсан ăшă шывра (20–25 градус) çăвăнмалла та хыççăн ăшă çи-пуç тăхăнса утиялпа витĕнсе выртмалла.
Ÿте шăнтса янă чухне те ăшă пÿлĕме кĕме васкăр. Шăнтнă вырăнсене урамра та, пÿлĕме кĕрсен те юрпа сăтăрма юрамасть. Çав тĕле вĕри тата сивĕ япаласем те хумалла мар. Шăнтнă алăсене тÿрех вĕри батарейăсем çумне тытмалла маррине те пĕлмелле. Ку татах сиен кÿрет кăна. Пылаклă ăшă чей ĕçмелле, пĕр стакан кăна мар, темиçе ĕçни те аван.
Тарăннăн шăннă ÿт шуралнă е тата ăна кăвакрах тĕс çапнă пулсан, тÿрех ăшă пÿлĕме кĕме тăхтамалла. Унта кĕриччен малтан ăшă хатĕрпе пĕркентермелле. Кĕлетке хăйне хăй ăшăнма пуçлать. Кайран вара кĕмелле.
Шăнтнă вырăнсене ятарлă кремсемпе, сăмахран, облепиха çăвĕ пуррисемпе, сĕрмелле. Аптекăсенче вĕсене сутаççĕ. Е тата сивĕ чух урама тухас умĕн ятарлă кремсем сĕрни те пулăшать.
Енчен те эсир урамра шăнса кÿтнĕ çын выртнине курсан васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Машина çитиччен вара асăннă сĕнÿсене шута илсе май пур таран пулăшу памалла.
Ÿте шăнтнă пулсан тÿрех мунчана кайма та юрамасть!
Сивĕ çанталăк тăнă вăхăтра калпаксăр, тутăрсăр çÿремелле мар, лайăх апатланмалла, витаминсем йышăнмалла. Сивĕ çанталăкра пирус туртни нимĕн чухлĕ те пулăшмасть, юн çаврăнăшĕшĕн сиенлĕ пулать çеç. Нумайрах хусканусем тума тăрăшмалла. Çуран утнă чух вăхăтран вăхăта лавккасене е ытти çуртсене ăшăнма кĕрсе тухмалла.
Сивĕре тĕрлĕ диетăна тытассинчен хăтăлмалла, ун вырăнне лайăх апатланмалла. Ку вăл кунне пĕрре вĕри апат çинине пĕлтермест – кунĕпех апатлану рационĕ пуян пулмалла.
А. АФАНАСЬЕВ,
травматолог врач.