21 января 2012 г.
Районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене çитсе курнă май хăшĕсем аталану çулне тĕрĕс суйласа илнине, малашлăха çирĕп шанса ĕçленине куратăн та вĕсен ĕçĕпе район малалла утнине асăрхатăн. Кунпа пĕрлех унта ĕçлекенсем çĕнĕ технологисене çăварлăхлама пултарнишĕн пĕрле савăнатăн, шанчăксем çуратса ыранхи куна çирĕпрех пăхатăн, çĕнĕ ĕмĕтсем тĕвĕлетĕн. «Йывăр, йывăр», – тетпĕр те, анчах çанă тавăрса ĕçлеме пултарсан тата çĕнĕлĕхсенчен ютшăнмасăр вăй хурсан пурăнатпăрах иккен. Çитменнине япăхах та мар. Çакна тума алă усса лармасан пирĕн пур майсем те çителĕклĕ. Ку тĕрĕслĕхе Хорнуй ял тăрăхĕнчи «Путь Ильича» агрофирмăн Мăн Шаптакри ĕнесемпе мăйракаллă шултра выльăхсен ферминче хĕл варринчех çĕнĕ технологисемпе çĕклесе кунта вăй хуракансем валли çĕнĕ общежити хута яни те çирĕплетет.
– Пĕр вырăнта тăпăртатса тăрассинчен иртрĕмĕр эпир. Ÿсĕмсен çĕнĕ картлашкисене улăхас пулсан ĕçлекенсен ĕçпе кану условийĕсем пирки те çиччĕ виçсе пăхмалла. Çакна пирĕн ĕç паракансем хăйсен тĕп тĕллевне лартрĕç. Тĕрĕс çул тесе йышăнатăп эпĕ ăна, – терĕ çĕнĕ общежитин çынсем пурăнмалли пÿлĕмĕсемпе ертсе пынă май агрофирма управляющийĕ В. Вязов.
– Миçе çын пурăнма пултарать-ха кунти хăтлă пÿлĕмсенче? – интересленетĕп малалла.
– Евротехнологипе хатĕрленĕ 32 вырăн хамăр патăмăра ĕçлеме килекенсене йышăнма хатĕр. Кунта пурăнма пур условисем те çителĕклĕ. Йĕркеллĕ кан та кÿршĕллĕ сарайне кайса шаннă ĕçе ответлăха туйса пурнăçла. Епле ĕçлетĕн – пĕтĕмĕшле производство çапла утăмлĕ. Производство мĕнле пулĕ – ĕç укçи те çапла ÿсĕ, – малашлăх ĕмĕтсене уçăмлатать Валерий Иванович.
Ĕçлекенсен тирпейлĕ те хăтлă кану пÿлĕмĕнче ферма ĕçченĕсемпе канашлу ирттернĕ хыççăн пĕрле производство çурчĕсене çитсе куртăмăр. Выльăхсем таса, вĕсен умĕнче апат çителĕклĕ пулни производство калăпăшĕ ÿсессин пĕрремĕш утăмĕсене тутарни те куç умĕнчен каймарĕ. Харпăрлăх форми улшăннă хыççăн ĕнесенчен сĕт сăвасси çулталăк хушшинче вăтамран 5– 6 килограмм ÿснине те (пĕлтĕр 8,3 килограмм пулнă) кунта чикĕ тесе йышăнмаççĕ.
– Çĕнĕ ĕне сарайĕсем хута кайсан, выльăхсене апатлантарас технологие тивĕçлĕ шая çитерсен тупăш утăмĕ татах та сулмаклăрах пуласси пирки пирĕн паян иккĕленÿ çук, – хăйсем тĕрĕс çул çинчине пытармасăр тата умри тĕллевсене алла илессишĕн çанă тавăрса ĕçленине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе калаçать управляющи.
Валерий Ивановичпа калаçнă май ĕçлекен валли ниçта та çăра çакманнине чунпа туйса илтĕм. Паян кашни çыннăн хăйĕн çăкăрне хăйĕн ĕçлесе илес пулать. Ĕçлекенĕн ăнăçăвĕ те, Турă пани те, телейĕ те юнашарах. Çакна асăннă хуçалăхра кашни специалист, кашни ĕçчен ăнланни выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсемпе ирттернĕ канашлура куç умне тухрĕ. Технологие пăхăнса пырасси – кунта кашнин ответлăхĕ. Фермăра вара пĕтĕмпе 20 çын ĕçлет. Вĕсем 207 пуç мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ, çав шутра сумалли ĕнесем хальлĕхе 70 пуç. Иртнĕ çу кунĕсенче пĕр условнăй выльăх пуçне агрофирма 31,5 центнер апат единици хатĕрлени хĕл кунĕсене выçлăхран катара ирттерме вăй парать те.
– Пурăна-киле пирĕн тĕп лини сĕт пулать. Хальлĕхе инвестор пулăшать-ха та, анчах пирĕн хамăр укçа ĕçлесе илсе унпа пурăнма вĕренмелле. Çак тĕллеве тытса ферма ĕçченĕсемпе вĕрентÿ ирттерес ĕмĕт пур. Ку çултан ĕçченсем пăрăнса юлмĕç тесе шутлатăп, – малашлăхран пĕр утăм та чакмасăр калаçать Валерий Иванович.
Евротехнологипе туса хăт кĕртнĕ фермăри кану пÿлĕмĕ, ĕç хыççăн душ кĕрсе тасалмалли пÿлĕм, еврочÿречесемпе алăксем, хăтлă линолеум сарнă урай – кусем йăлтах инвестор парнисем пулнине фермăра никам та пытармарĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕ хуçан ĕç планĕсем татах та пысăкраххи Мăн Шаптакра вăрттăнлăх мар.
«Путь Ильича» агрофирмăн çĕнĕ ертÿçисем çĕр-шыври агропромышленноç комплексне аталантармалли программăсемпе туллин усă курни пĕр тенкĕ хурса тенкĕ çурă тупăш илесси патне çул уçни пирки иккĕленмерĕм. Тĕрĕсех каланă, ĕçлекен валли йывăрлăх çук. Çакă пулать те ĕнтĕ вăл рынок хутшăнăвĕнчи мал туртăмлă ĕç-хĕл.
Хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварасси тата продукци илессине тивĕçлĕ шайра тытасси – вĕсен паянхи тĕп тĕллевĕ. Çакна ĕненсе тата ăна пурнăçлассишĕн тимленине курса тухрăмăр эпир «Путь Ильича» агрофирмăран.