21 января 2012 г.
Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парассинче учитель ĕçĕ çав тери чыслă та пархатарлă. Юратнă профессипе вăй хуракан çын вара чунĕпе ĕçшĕн çунса тăрать.
Манăн паян çакăн пек учительсенчен пĕринпе – Орининти вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Петровна Алексеевăпа паллаштарас килет. Математика учителĕ 1978 çултанпа паянхи кунчченех çак шкулта тăрăшать. 1995 çултанпа вара Татьяна Петровна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ те.
Татьяна Петровна хăй ертсе пыракан предмета, вĕрентÿ методикине питĕ лайăх пĕлет. Чи кирли вара – ачасене юратать. Уроксене тĕрлĕ майпа интереслĕ те паянхи пурнăçпа çыхăнтарса ирттерни вĕренекенсене килĕшет.
Татьяна Петровна хăй тÿрĕ те çирĕп кăмăллă пулнăран ачасенчен те çирĕп ыйтать. Вĕсене хăйсене шухăшлама, тăрăшса ĕçлеме вĕрентет. Çавăнпах ĕнтĕ районти олимпиадăсенче унăн вĕренекенĕсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. 2010–2011 вĕренÿ çулĕнче математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен районти вăтам кăтартăвĕ 53,35 балпа танлашнă пулсан Орининти вăтам шкулта вĕренекенсен вăтам кăтартăвĕ 60,2 балл чухлĕ пулнă. Ку вăл – районти чи пысăк кăтарту.
Татьяна Петровна воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, пухусенче час-часах тĕрлĕ темăпа тухса калаçать. Пултаруллă учителĕн ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă.
Вăл шкула илем, хăт кĕртессипе те чылай тăрăшать. Çулла та ачасенчен уйрăлмасть, вĕсемпе çыхăну татмасть.
Татьяна Петровна вĕрентнĕ ачасем нумайăшĕ аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă. Вĕсем ответлă ĕçсенче тăрăшаççĕ, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ.
Татьяна Петровнăн ĕçне хаклани ăна Раççей шайĕнчи Хисеп грамотипе чысланинчен те палăрать. Вăл чăнах та мухтава тивĕçлĕ çын.
Çак хастар учитель – ырă кăмăллă та сăпайлă, ĕçчен хĕрарăм. Вăл Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă ансамбльне 20 çул ытла çÿрет. Ĕçре те маттур, юрлама-ташлама та правур. Çамрăк ăрушăн, ял-йышшăн, шкулти коллектившăн – яланах ырă тĕслĕх.
Иртнĕ кунсенче Татьяна Петровна хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа саламласа ăна малалла та пурнăç çулĕпе хальхи пекех шанчăклă утма сунатпăр. Нумай çул пурăнма Турри ырлăх-сывлăх патăр сире.
Т. Вершкова.