Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтел пуянлăхĕ хамăртан килет

21 января 2012 г.

«Картара ĕне пулсан сĕтел пуянлăхĕ иккĕлентермест», – тет вырăссен ваттисен сăмахĕ. Ĕне, тĕпрен илсен, икĕ тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕ – сĕт тата аш-какай – панине шутласан, килте ĕне пурри хушма хуçалăхри пĕчĕк ферма. Кăшт вăй хурсан кил хуçи арăмĕ сĕтел çине хăйма та, çу та, сыр та, тăпăрчăпа кефир та кăларса лартма пултарать. Кунсăр пуçне сад-пахча валли тислĕк пулни те кашни хушма хуçалăхшăнах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăвăм йĕркеллĕ пулсан эсир кĕске хушăрах ĕнене апатлантарнă тата ăна усрассипе тунă тăкаксене саплаштарма çеç мар, хушма ĕç укçи ĕçлесе илме те пултаратăр.

Килти хушма хуçалăхра сĕт ферми йĕркелес текенсене пуçламăш сĕнÿ çапла пулать. Сĕт антаракан чи лайăх ĕне ăрачĕсем: хура-шурă ăрат, холмогор ăрачĕ, швицки ăрачĕ т. ыт. те. Килти хушма хуçалăх валли вара пур пĕрех хура-шурă ăрат маларах тăрать. Унăн сĕчĕ те пур, какайĕ те тухать, апачĕ те нумай тăккаланмасть.

Хамăрăн малашнехи кăларăмсенче эпир сирĕнпе ĕне суйласа илме, ăна валли вите хатĕрлеме, ĕнене пĕтĕлентерме тата пăрулаттарма, продукци илессине ÿстерме, пăрăва пăхса ÿстерме вĕренĕпĕр.

«Кил тата хушма хуçалăх» кăларăм пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика