21 января 2012 г.
Пытарма кирлĕ мар, ыранхи кун аталанăвĕ хамăр умри ĕç-хĕл çине эпир паян мĕнле пăхнинчен, тĕллевĕмĕрсене татса парассипе çак самантра епле тимленинчен пуçланать.
Хуçалăх экономикипе вăл е ку предприятин ăнăçлă аталанăвĕ хыçĕнче ĕç тăрать. Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусенченех тачă хутшăнура пулса пырать. Çĕр-шыв рынок хутшăнăвĕсен çулне суйласа илнĕ май, уйрăмах юлашки çулсенче, районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хăйне туллин кăтартма пуçларĕ. Патшалăх пулăшнине кура çак çул çине тăракансем те йышланчĕç.
Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э. Симакова Муркаш енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕпе яланах кăмăллă.
– Районта «Пĕчĕк хуçалăх формисене 2007–2011 çулсенче аталантарасси» программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пычĕ. Финанспа экономика кризисне пăхмасăрах районта потребительсен рынокĕ çирĕппĕнех малалла утăмларĕ. Çак çулпа пырса район территорийĕнче уйрăм предпринимательсен хастарлăхĕпе суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем, производство цехĕсем уçăлчĕç. Вĕсем халăх валли вуншар хушма ĕç вырăнĕ туса пачĕç, – терĕ Эльвира Иосифовна кĕске калаçура предпринимательство аталанăвĕ тăтăш аталанура пулнине палăртса.
Халĕ каланине çирĕплетекен пĕр тĕслĕхе Мăн Сĕнтĕр салинче тĕл пулсан экономика пайĕн ертÿçин сăмахĕсем тÿрре килнине хам куçпа курса ĕнентĕм.
Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ салари пасар территорине пырса кĕнĕ çĕрте сулахай енчи пĕчĕк çуртра Нина Александровна Маринкинăн çăм таптармалли цехĕ ĕçлет. Амăшĕн пуçарăвне Валерианпа Алексей ывăлĕсем ĕçлеттерсе пыраççĕ.
Тĕл пулу вăхăтĕнче Валериан хăйсен пуçарăвне çапла хак пачĕ:
– Кашни ялтах пурнăç вĕресе тăмалла. Ял çыннин хуларисенчен нимĕнпе те катăк пулмалла мар. Манăн шухăш çапла. Ăна пурнăçа кĕртессине пирĕн çемье юлашки çулсенче хăйĕн тĕллевне лартрĕ. Çак çул çинче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса килти хушма хуçалăха малалла аталантарасси тĕп вырăна тухрĕ.
Ял çыннишĕн авалтанпах пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçарса ярас шухăш амăшĕнчен тухнине те пытармарĕ каччă. Çĕнĕлĕхе алла илес ĕçре Маринкинсем чăнах та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлман.
Амăшĕн шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе пуçламăш ĕçсем валли Алексей район администрацийĕн ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ урлă 58 пин тенкĕ пулăшу укçи илнĕ. Кун çумне кашниех хăйĕн укçи-тенкине хушса çăм таптармалли цех уçнă.
– Ĕçĕмĕре ыранхи куна пăхса пуçартăмăр темелле. Малтанхи вăхăтра тупăш пирки ĕмĕтленнĕ çеç пулсан, тĕллевлĕ ĕçлени тата йывăрлăхсем умĕнче алă усманни кризислă тапхăра тÿссе ирттерме май пачĕ. Паян пирĕн цех пулăшăвĕпе Мăн Сĕнтĕрсемпе хамăр район ĕçченĕсемсĕр пуçне Туçи Çармăс Республикинчен килекен ял çыннисем те ăнăçлă усă кураççĕ. Куратăр пулĕ – цех пушă лармасть. Юпа уйăхĕнчен пуçласа акачченех пирĕн патăмăрта халăх йышлă. Харпăр хăй çăмĕнчен йăваланă кăçатă та, килти çăм çипрен çыхнă нуски-чăлха та магазинринчен ăшăрах. Кусем тĕлĕшпе вара ялсенче маçтăрсем чылай, – сăпайлăн калаçать Валериан çемьен пĕчĕк бизнесĕн умри тĕллевĕсемпе кĕскен паллаштарса. Сăмах май ывăлĕ иртнĕ кунсенче 50 çул тултарнă амăшне çак ятпа саламланă май ырă сĕнÿсемпе яланах вăхăтра пулăшса пынăшăн тав турĕ. Ку пулăшу нумай вăхăта тăсăлассинчен те çамрăк предприниматель иккĕленмест.
– Рынока тулли хăватпа тухма инноваци активлăхне ÿстермелле. Çакă – пирĕн умра тăракан тĕп задача. Район пулăшсан, ял тăрăхĕ тĕкĕ парсан, ял çыннисем пирĕн пуçарăва йышăнсан эпир çакна пултаратпăр. Мĕншĕн тесен Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулнă. Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче те ĕçрен хăракан çынсем çук. Вĕсем паян пурнăç улшăннă вăхăтра çĕнĕлле пурăнасшăн, – терĕç ĕçрен самантлăха пушаннă Александрпа Андрей ĕçченсем. Сăмах май, çĕнĕ цех ĕçлеме пуçăннипе ĕç вырăнĕ пулнипе кунта Александр Николаев 4-мĕш çул маçтăр пулса ĕçлет. Унăн юлташĕ Андрей Крючков иртнĕ çултанпа çеç кунта вăй хурать пулсан та пĕрлехи ăнăçу хăйсен тăрăшулăхĕнчен те килнине ăнланать.
Цеха çăм таптарма килекенсем вара Мăнсĕнтĕрсен пуçарăвĕпе кăмăллă. «Инçе каймалла мар тата çăмĕ усă курма лайăх пулать. Кашниех Мăн Сĕнтĕртен ырă кăмăлпа каятпăр», – терĕç эпĕ çитсе курнă чух çăм таптаракансем.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев та хăйсен енче Маринкинсем пек пуçаруллă çемьесем пурришĕн хĕпĕртенине пытармасть. «Вĕсен хастарлăхĕпе эпир те паян пурнăç утăмĕнчен юлса пымастпăр», – терĕ Анатолий Владимирович Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче те ĕçчен çынсем нумай пулнине палăртса. Вĕсемпе хаçат вулакансене паллаштарассипе те калаçса татăлтăмăр.
А. БЕЛОВ.