Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей турнирĕнче палăрнă

21 января 2012 г.

Николай Багдасарян боксера С. Черкашин аслă тренерпа пĕрле черетлĕ тренировка вăхăтĕнче куратăр. Январĕн 12–15-мĕшĕсенче Лысково хулинче иртнĕ Раççей турнирĕнче Николай хăйĕн категори виçинче çĕнтерÿçĕ пулнипе кăна мар, турнир финалĕнчи чи кĕске вăхăта тăсăлнă кĕрешÿ çĕнтерÿçи пулнипе те палăрнă. Çапла турнирăн ятарлă парни Муркаша килнĕ.

С. Черкашин аслă тренер – унăн тĕп вĕрентекенĕ. Унсăр пуçне районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче бокс енĕпе О. Сютруковпа М. Николаев тренер та вăй хураççĕ. Ачасем тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухнинче кашни тренерăн тăрăшулăхĕ, тÿпи пур. Акă асăннă ăмăртура Н. Пегасов (Муркаш шкулĕ), Д. Грачев (Калайкасси) малти вырăнсене тивĕçнĕ. Турнира хутшăннă чи кĕçĕн боксер – 2003 çулта çуралнă С. Максимов (Муркаш) – иккĕмĕш вырăна тухнă.

Юнкăпуçĕнче икĕ уйăх каялла кăна бокс секцине çÿреме пуçланă А. Кудряшов пирки уйрăммăн калани ытлашши пулмĕ. Вăл турнирти тепĕр çĕнтерÿçĕ (35 кг). Кĕске хушăрах çакăн пек лайăх кăтарту тума пултарни Юнкă ял тăрăхĕнче пултаруллă яшсем пуррипе те, С. Черкашин тренерăн ăсталăхĕпе те çыхăннă. Тата – «Моргаушская» МСО-па. Шăпах çак организацин ертÿçи В. Семенов пуçаруллă пулнипе паян боксерсен секцийĕ ĕçлет те.

Çулталăк пуçламăшĕнче, январĕн 4–6-мĕшĕсенче, Муркаш боксерĕсем Çĕрпÿ хулинче иртнĕ республика ăмăртăвĕнчен те лайăх кăтартусемпе таврăннă. Д. Грачевпа Н. Пегасов çĕнтерÿçĕсем пулма тивĕçнĕ, А. Корчагин 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Бронза» хуçисем вара виççĕн: С. Кожевников тата Калайкассинчи шкулта вĕренекен Барановсем – пиччĕшĕпе шăллĕ.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика