21 января 2012 г.
20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче, йывăррăн пулсан та, чăваш ялĕсенче шкулсем уçăлнă. Вĕсенчен пĕри – Чăваш Сурăм вулăсне кĕнĕ Хуракасси обществи тăрăшнипе уçăлнă Çотойĕнчи земство училищи те. Вăл 1902 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче уçăлнă. Çотойĕнчи шкула Çотой, Çатра, Кошак, Ятман тата Çĕньял Хуракасси ялĕнче пурăнакан хресчен ачисем çÿреме пуçланă. Шкул çуртне ачасене вĕрентме хавхаланнă хресченсем кĕске вăхăтра туса çитернĕ. Шкул çуртĕнче икĕ пÿлĕм пулнă. Пĕри – вĕренÿ класĕ, тепри – учитель пурăнмалли пÿлĕм. Пĕрремĕш учитель Николай Иванович Иванов пулнă. Икĕ çул вĕрентнĕ хыççăн вăл Кĕçĕн Явăш шкулне куçса кайнă. Малтанхи вĕренÿ çулĕнче шкула 50 ача вĕренме кĕнĕ. Хĕр ачасем шкула çÿремен. Шкулта Турă саккунне, юррисене, арифметикăн тăватă действине тума, вулама, çырма, ал ĕçне тума вĕрентнĕ. Шкулти йĕркесем çирĕп пулнă, пурнăç условийĕсем те йывăр, çавăнпа та ачасенчен хăшĕ-пĕри шкула çÿреме пăрахнă. Иккĕмĕш учитель Евгений Александрович Румянцев пулнă. 1905 çулта пĕрремĕш кăларăм вĕренсе тухнă, 19 ачан экзаменсене тытмалла пулнă. Вĕсенчен 14 ача экзаменсене ăнăçлă тытнă, 6 ача Мухтав хутне тивĕçнĕ. Е.А. Румянцев учитель лайăх ĕçленине палăртнă, хавхалантарма 50 тенкĕ укçан пама йышăннă. Анчах та Е.А. Румянцев нумай ĕçлеймен, Очăкасси земство училищине куçнă. Ун вырăнне 1907 çулта Роман Иванович Иванов ĕçлеме пуçланă, вăл та 1909 çулччен кăна ĕçленĕ.
1908–1910 çулсенче Етĕрне уесĕнче шкулсем сахал уçăлнă. Учительсене ĕçлеме условисем те, вĕрентÿ пособийĕсем те çителĕксĕр пулнă. Апла пулсан та вĕрентекенсем тăрăшнă, çавна пулах уездри 22 шкулта вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пынă. Çотойĕнчи земство училищи лайăххисен шутĕнче пулнă, çапах та вĕренме кĕрекенсен шучĕ чакнă. Тĕслĕхрен, 1908 çулта 1 класа 28 арçын ачапа 7 хĕр ача вĕренме кĕнĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула 8 ача çав çулах вĕренме пăрахнă. Сăлтавĕсем вара – чухăнлăх, хуçалăхри ĕç, чир-чĕр, çи-пуç çукки т. ыт. те.
1910 çулта шкула Софья Ивановна Иванова учительница ĕçлеме килнĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ çамрăк хĕр питĕ тăрăшса ĕçленĕ, уроксенче ачасене тарăн пĕлÿ пама тимленисĕр пуçне тата хĕр ачасене алă ĕçне вĕрентнĕ, арçын ачасене мĕнле те пулин ремеслана вĕрентекен пулман. Тарас Кириллович Кириллов священник Турă саккунне вĕрентнĕ, чиркÿ хорне йĕркеленĕ. Шкулта вĕренекен 55 ачаран 14-шĕ чиркÿ хорĕнче юрланă. Анчах та С.И. Иванова нумай ĕçлеймен. 1913 çулта тăван ялне куçса кайнă.
1920-мĕш çулччен Çотойĕнчи земство училищинче 3 учитель улшăннă. Юлашкинчен Евдокия Яковлевна Орлова пулнă. Вăл ĕçленĕ вăхăт çĕр-шывра пысăк улшăнусем пулнă вăхăтпа пĕр килнĕ. Хастар хĕр революци событийĕсене активлă хутшăннă. Ялти хресченсем хушшинче çĕнĕ пурнăç йĕркисене сарассишĕн тăрăшнă, вулăсра пĕрремĕш коммунист хĕрарăм пулнă, фронта каясшăн пулнă. Анчах ăна Хусана вĕренме янă, унтан – Мускава. Мĕн пурнăç тăршшĕпех Е.Я. Орлова çамрăк ăрăва воспитани парас енĕпе ĕçленĕ, правительствăн пысăк наградине илме тивĕç пулнă.
Революци хыççăн Çотойĕнчи земство училищи пулнă шкула пуçламăш шкул теме пуçланă. Çотой ялĕ Тутаркас районне кĕнĕ. Ку çулсенче шкулта çак учительсем ĕçленĕ: Петр Павлович Павлов (1920–1923 ç.ç.), Корнилов (ячĕ, ашшĕ ячĕ паллă мар, 1923–1924 ç. ç.), Варвара Романовна Львова (1924–1930 ç. ç.).
1928 çултан пуçласа 40 çула яхăн Анна Осиповна Смирнова учительница ĕçленĕ. Ку вăхăтра шкулта ĕçлекен учительсен йышĕ пысăкланнă. Шкул çурчĕ тăвăр пулнă. 1927 çулта шкулăн иккĕмĕш комплектне уçнă. Ăна ял хĕрринчи чиркÿ çумне лартнă. Чиркĕве 1939 çулта хупса куçарса кайнă. Кайран кунта (хальхи шкул çуртне купаличчен) шкулăн темиçе çурчĕ, фельдшер пункчĕ, ял Совет çурчĕ, библиотека тата клуб пулнă.
Шкулти учительсем ялти хресченсем хушшинче хут пĕлменлĕхе пĕтерес тесе тăрăшнă, шкулта 1928 çулта пионер организацине, 1929 çулта комсомол ячейкине йĕркеленĕ. 1930–1931 вĕренÿ çулĕнче ялти шкула Шупашкарти педтехникумра вĕренекен Иван Николаевич Николаевпа (Иван Ивник поэт), Дионисий Андреевич Андреев студентсем практикăна килеççĕ, активлă çамрăксене пуçтарса халăх хушшинче нумай ĕçлеççĕ.
1934-мĕш çулта шкула «Сятракасинская начальная школа 1 ступени» тесе çырнă. А.О. Смирнова заведующи пулса ĕçленĕ.
1940-мĕш çулта Çатракассинчи пуçламăш шкултан 7 çул вĕренмелли шкул тунă. Директорĕ Мария Максимовна Смородинова пулнă. Шкул пысăкланнă, вĕрентекенсен йышĕ те пысăкланнă, çамрăк учительсем ĕçлеме килнĕ. Вăрçă çулĕсенче вĕсем питĕ хастар ĕçленĕ. А.В. Малыгина, Р.Г. Смирнова, Ф.Р. Романова, Ф.А. Артемьева, В.А. Колесова, А.Х. Смирнова, А.О. Смирнова, Е.В. Иванова (Лукина) т. ыт. те çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми ĕçленĕ, халăхпа пĕрле уй-хирте те тимленĕ. Коллектива фронтран аманса таврăннă арçынсем хутшăннă.
1943-мĕш çултан пуçласа çак хастар коллектива Анна Васильевна Малыгина ертсе пынă, директорта 1956-мĕш çулччен тăрăшнă. Çав вăхăтра шкулта пысăк сад пахчи чĕртнĕ, çырма-çатрасенче йывăç нумай лартнă.
1956-мĕш çултан пуçласа шкула Г.А. Семенов ертсе пыма пуçланă. Вăл 1971-мĕш çулччен ертÿçĕре тăрăшнă. Çав вăхăтра улшăнусем чылай пулнă. 1962-мĕш çулта 8 çул вĕренмелли шкул туса хунă, шкулăн çĕнĕ çуртне туса лартнă. Интернат йĕркеленĕ. Интернатра Очăкасси, Шупуç, Торинкасси, Çĕнкĕнер ялĕсенчен çÿрекен ачасем пурăннă. Ялти çамрăксем валли каçхи вăтам шкул ĕçленĕ.
1965-1966 вĕренÿ çулĕнче Çатракассинче вăтам шкул уçăлнă. 1967-мĕш çулта Çатракасси шкулĕнчен вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăксен 1-мĕш ушкăнĕ вĕренсе тухнă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăтам шкултан 45-мĕш кăларăм вĕренсе тухрĕ. Çав хушăра пĕтĕмпе 1492 ача вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕсем тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ.
Э. Ярикова,
Çатракасси вăтам шкулĕнче вĕрентекен.