Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухăнакан пенсисене илме тытăнĕç

21 января 2012 г.

2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенсин пухăнакан пайне илме тивĕç пенсионерсем пенсин пухăнакан пайĕ шутĕнчен тÿлевсем илме тытăнĕç. Кун пирки тĕплĕнрех Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн пай пуçлăхне Ольга АЛЕКСЕЕВĂНА каласа пама ыйтрăмăр:

– 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 360-ФЗ " «О порядке финансирования выплат за счет средств пенсионных накоплений» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн тÿлевсене çак йĕркепе пама палăртнă:

– ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ;

– пĕр хутăн тÿлесе татасси;

– пенси тÿлевне уйрăм вăхăт хушши тÿлесси;

– страхланă вилнĕ çыннăн пухăнакан пенси тÿлевне унăн еткерĕсене тÿлесси.

Ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ. Ăна çын виличченех тÿлесе тăраççĕ. Уйăхсерен тÿлемелли суммăна палăртнă чухне пенсин пухăнакан пайĕ çине куçнă страховани взносĕсен пĕтĕм суммине тата вĕсене инвестициленинчен илнĕ тупăша палăртакан тÿлев тапхăрĕ çине пайласа уйăхсерен мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртаççĕ. 2012 çулта палăртакан тÿлев тапхăрĕ 18 çулпа (216 уйăх) танлашать. 2013 çултан тытăнса ăна саккунпа çирĕплетĕç.

Пĕр хутăн тÿлесе татасси. Пенсин пухăнакан пайне шутласа панă чухне вăл ватлăха пула паракан пенси виçин 5 проценчĕ чухлĕ кăна е унран та сахалрах пулать пулсан, пухăнакан пенсие пĕр хутăн тÿлесе татаççĕ. Чи малтанах ку категорие 1953–1966 çулсенче çуралнă арçынсемпе 1957–1966 çулсенче çуралнă хĕрарăмсем кĕреççĕ. Вĕсемшĕн 2002–2004 çулсенче ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине страховани взносĕсем куçарса тăнă.

Кунпа пĕрлех пĕр хутăн паракан тÿлеве илекенсем шутне пенси çулне çитнĕ граждансем (арçынсем – 60 çул, хĕрарăмсем – 55 çул), енчен те вĕсем социаллă пенси е инвалида тухнипе, çемьере тăрантаракана çухатнипе ĕç пенсийĕ илсе тăраççĕ, кирлĕ чухлĕ страховани стажĕ пухайманнипе (5 çултан кая мар) ватлăха пула паракан ĕç пенсине илме тивĕçеймен пулсан кĕреççĕ.

Пенси тÿлевне уйрăм вăхăт хушши тÿлесси. Ăна патшалăх пенсисене финанслассин прораммипе килĕшÿллĕн куçнă взноссем шучĕпе (гражданинăн взносĕсем те, патшалăх хушса финансланин суммисем те кĕреççĕ), кунпа пĕрлех ача амăшĕн пенсийĕн пухăнакан пайĕ валли куçарнă ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине тата вĕсене инвестициленинчен илнĕ тупăша кура тÿлеççĕ. Ку тÿлеве мĕн вăхăт тÿлессине гражданин хăй палăртать, анчах та вăл 10 çулран (120 уйăх) кая пулма пултараймасть.

Пенси тÿлевне уйрăм вăхăт хушши тÿлесси ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине куçнă мĕн пур тÿлеврен тата вĕсене инвестициленинчен илнĕ тупăшран, вăл шутра ĕç паракан обязательнăй пенси страхованийĕ шучĕпе хăйĕн сотрудникĕн пулас пенсийĕ валли хушма укçа-тенкĕ куçарса тăнинчен килет.

Страхланă вилнĕ çыннăн пухăнакан пенси тÿлевне унăн еткерĕсене тÿлесси. Енчен те гражданин пенси тÿлевне уйрăм вăхăт хушши тÿлеме шутласа париччен е ун хыççăн вилсе кайнă пулсан, пухăнакан пенси суммине е унăн тÿлесе татса пĕтереймен пайне (ача амăшĕн капиталĕ кунта кĕмест) вилекен çыннăн еткерĕсене параççĕ. Ку шутра гражданин хăй пурăннă чухне пенсин пухăнакан пайне уйăрса парассипе çырнă заявленире палăртнă кирек епле çын та пулма пултарать. Ун пек заявлени çук чухне ку суммăна саккунпа килĕшÿллĕн вилнĕ çыннăн еткерĕсене параççĕ – чи малтанах ашшĕ-амăшне, мăшăрне тата ачисене, иккĕмĕшĕнчен – пиччĕш-шăллĕсене, аппăш-йăмăкĕсене, аслашшĕсене, асламăшĕсене, мăнукĕсене. Пенсин пухăнакан пайĕ валли куçарнă ача амăшĕн капиталĕн юлнă укçи-тенкине тата вĕсене инвестициленинчен илнĕ тупăша вара ача амăшĕн капиталĕн сертификатне кура ача ашшĕне е ачине (ачисене) хăйне параççĕ.

Пенсин пухăнакан пайне те уйрăм вăхăт хушши илсе тăма право пур граждансем тÿлев майне хăйсем суйласа илме пултараççĕ. Енчен те пенсин пухăнакан пайĕ обязательнăй пенси страхованийĕ мелĕпе ĕç паракан взноссем хывнипе йĕркеленнĕ пулсан, кунсăр пуçне гражданин пенсисене патшалăх хушса финанслассин программине хутшăннă пулсан (е тата ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине пенсин пухăнакан пайĕ валли хывнă пулсан), икĕ вариантпа усă курма май пур. Пĕрремĕшĕ – пенсин пухăнакан пайĕн пĕтĕм суммине ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ шучĕпе уйăхсерен ĕмĕр тăршшĕпех илсе тăрасси. Иккĕмĕш вариант – пенсин пухăнакан пайĕн ĕç паракан взноссем хывнипе пухăннă пайне гражданин пĕр хутăн (унăн виçи 5 процента çитмест пулсан) е ватлăха пула паракан пенсин пухăнакан пайĕ шучĕпе вĕçĕмех илсе тăрать, патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнса хывнă взноссемпе ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине – уйрăм вăхăт хушши тÿлекен пенси тÿлевĕ шучĕпе.

Пенсин пухăнакан пайĕн пур тÿлевĕсене те ватлăха пула ĕç пенсийĕ илме тытăнма право пур пулсан кăна пама тытăнаççĕ: е саккунпа пăхнă пек пенси вăхăтне çитсен (арçынсен 60 çул тата хĕрарăмсен 55 çул), е ватлăха пула ĕç пенсине ку е вăл сăлтавпа вăхăт çитмесĕрех пама тытăннă пулсан.

Пенсин пухăнакан пайне Раççей Пенси фончĕ кăна мар, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсем те тÿлеççĕ. Ку вăл гражданин хăйĕн пухăнакан пенсине ăçта йĕркелеме кăмăл тунинчен килет. Енчен те хывнă укçа-тенкĕ Раççей Пенси фондĕнче пулсан, пенси шутласа паракан Пенси фончĕн управленине кăна пымалла. Енчен те укçа-тенкĕне патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче инвестицилеççĕ пулсан, хăвăр суйласа илнĕ Пенси фондне пымалла.

Граждансенчен ытларахăшĕн пенсин пухăнакан пайне илмелли право 2012 çултан пуçăнать. Шăпах çавăн чухне 1957 çулта çуралнă хĕрарăмсем пенси çулне çитеççĕ. 2013 çулта – 1953 çулта çуралнă арçынсен. Вĕсен 2002–2004 çулсенче пенсин пухăнакан пайĕсем йĕркеленнĕ. Анчах та вĕсем хушшинче пенси çулне çитмесĕрех пенси илме тытăннисем те пур. Вĕсен пенсин пухăнакан пайне илме право пур ĕнтĕ. Кунсăр пуçне пенсин пухăнакан пайĕсем патшалăх пенсисене хушса финанслассин программине хутшăнса хушма страховани взносĕсем тÿлесе тăнă пенсионерсен те пур. Çавăнпа та саккунпа килĕшÿллĕн ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне маларах та – пенси илме тытăннăран пуçăнса тÿлесе тăрассине палăртнă.

Уйрăм вăхăт хушши тÿлекен пенси тÿлевĕпе ватлăха пула паракан ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕн калăпăшĕсене кашни çулах августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕнĕрен шутласа палăртма тытăнаççĕ. Ку вăл ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ çине хушма страховани взносĕсем, ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине куçарнипе тата вĕсене инвестициленипе çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика