Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çемье ферми» программа вăй илет

21 января 2012 г.

Иртнĕ çулăн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 215,3 пин хушма хуçалăх, 1,7 пин хресчен (фермер) хуçалăхĕ, ял хуçалăх потребителĕн 97 кооперативĕ шутланнă. Çак хуçалăхсем республикăра акса-туса илнĕ пĕтĕмĕшле калăпăшăн 34 процентне йышăнаççĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессинче 2010 çулта пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи 70,1 процентпа танлашнă. Апла пулсан ял хуçалăхĕнче тĕллевлĕ ĕçлекенсен малашлăхĕ куç кĕрет. Патшалăх хушма хуçалăх тытакансем майĕпен хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелес ĕç çине куçассине тĕпе хурать. Çак тĕллевпе республика шайĕнче «Развитие семейных животноводческих ферм на базе крестьянских (фермерских) хозяйств на 2012 – 2014 годы» программа йышăнчĕç. Программа йĕркипе тĕплĕнрех паллашма эпĕ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе О. Макаровăпа çыхăнтăм.

– Виçĕ çуллăх йĕркеленĕ программăна туллин пурнăçлама 664,9 миллион тенкĕ пăхса хунă. Ăна вăя кĕртнĕ май пĕтĕмпе 101 çемье ферми, 140 хушма ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Программăна хутшăнакансем фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем пулма пултараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн çакăнта хутшăнакансен çемье ферми çĕнĕрен çĕклемелле е реконструкцилемелле, е тата малашнехи ĕçре кирлĕ оборудованипе комплектламалла. Çавăн пекех ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркелессипе ĕçлемелле. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, пĕтĕмĕшле илсен выльăх-чĕрлĕх продукчĕ туса илесси кивĕ технологипе пурнăçланать. Çакă, паллах, пысăкрах тупăш тата пысăк пахалăхлă продукци илесси çине те ура хурать. Çĕнĕ технологи çине куçма тата пахалăхлă продукци илесси патне пырас ĕçре сĕт сивĕтмелли танксене, ытти оборудование, системăна вăя кĕртмелле. Патшалăх программи экофермăсенче экологиллĕ таса продукци ытларах туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрма хистет. Çавна май органика мелĕпе усă курмалла. Çакă тата ытти утăмсене тĕпе хурса суту-илÿ ĕçĕнче «Чувашский биопродукт» логотиппа анлă усă курма пуçларăмăр, çавăн пекех «Органик» магазин сечĕсем вăя кĕреççĕ. Программа пурнăçланнă май хамăр туса илнĕ пысăк пахалăхлă та экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие Раççей рынокне кăлармалла.

Çак программăна 19 – 58 çулсенчи çынсем хутшăнаççĕ. Программăна хутшăнма фермер ĕçне хăçан пуçăнни пĕлтерĕшлĕ мар. Унта хутшăнакансем 15 çуллăх 5 миллион таран кредит илме пултараççĕ, тĕп пайне тÿлесе татассине (отсрочка платежа) 5 çул тăсма май пур. Çапла вара выльăх ферми туса, юсаса, оборудовани туянса пулакан тăкакăн 60 процентне федераци тата республика хыснисенчен саплаштараççĕ, 40 проценчĕ вара ĕç пурнăçлаканăн пулмалла. Программăна хутшăнакана чи малтан проект, смета, бизнес-план кирлĕ. Пĕтĕм информацие Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче тупма пулать. Пирĕн районта ку енĕпе проект тăвассинче «Инттехс» организаци ĕçлет.

РФ Правительстви фермер хуçалăхĕ усă куракан лаптăка ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен харпăрлăха илнĕ май куракан тăкакăн пĕр пайне федераципе республика хыснисенчен саплаштарма йышăннă. Ку пулăшу хресчен хуçалăхĕсене, предпринимательсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ тата арендăна илнĕ çĕрсене, пай çĕрĕсене яланлăха харпăрлăха илнĕ чухне пырса тивĕ. Кашни гектара регистрацилеттернĕшĕн 3 пин тенкĕ е кадастр ĕçне тутарнăшăн тÿсекен тăкакран ытла мар уйăрма пăхаççĕ.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика