Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сеспель» тÿпи – 69 процент

21 января 2012 г.

Юлашки çирĕм çулта район историйĕнче кун пекки пулман. Уйрăм предприяти çулталăкра 1 миллиард ытла тенкĕлĕх продукци кăларса реализациленĕ.

Сăмах «Сеспель» предприяти пирки пырать. Вăл 2011 çулта 1154728,0 пин тенкĕлĕх автоцистернăсем кăларнă. 2010 çулхинчен 176,6 процент нумайрах.

Районти мĕн пур предприятисем иртнĕ çул пĕтĕмпе 1677114,0 пин тенкĕлĕх продукци кăларнă, çăмăллăхсем панă. Пĕр «Сеспелĕн» тÿпи вара кунта 69 процентпа танлашать.

«Моргаушимежрайгаз» (71926,0 пин тенкĕлĕх), «Сундырь-Хлеб» (37436,0 пин тенкĕлĕх), «Моргауши-Хлеб» (26972,0 пин тенкĕлĕх), «Моргаушское» ЖКХ (25589,4 пин тенкĕлĕх), «Моргаушавтотехсервис» (5155,0 пин тенкĕлĕх) предприятисем продукци кăларассине, çăмăллăхсем парассине ÿстернĕ.

Муркашри сĕт завочĕ кăтартусене уйрăмах чакарнă, продукци малтанхи çулхинчен 75,1 процент чухлĕ кăна ăсатнă.

Пĕтĕмĕшле илсен районти промышленноç предприятийĕсем продукци малтанхи çулхинчен 140,3 процент чухлĕ кăларнă.

Райадминистрацин экономика пайĕ пĕлтернĕ тăрăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика