21 января 2012 г.
Çулсеренех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине хастар, пултаруллă та активлă çамрăксен тивĕçме май пур. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе Муркашри В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ, спорт маçтăрĕн кандидачĕ Вера Васильева та çак чыса тивĕçнĕ.
Ăнсăртран мар. Сочире иртнĕ Раççейри вĕренекенсен пиллĕкмĕш спартакиадин финалĕнче вăл «ылтăн» тата «кĕмĕл» медальсем çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне 2011 çулта Вера Раççей тата республика шайĕнчи çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче пĕрре мар мала тухнă. Республикăн пĕрлештернĕ командипе Раççей ăмăртăвĕнчи эстафетăра çĕнтерÿçĕ пулнă, Атăл çи федераллă округра та малтисен ретĕнчен тухман. Европа чемпионатĕнче Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тытăмĕнче ăмăртса «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ.
Верăна пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр! Преми 60 пин тенкĕпе танлашать. Апла ыттисен те малалла туртăнма хавхалану пур.
Хамăр инф.