Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем çуралаççĕ, апла çемьесем те тĕрекленеççĕ

18 января 2012 г.

Ача çурални – кашни çемьерех чи савăнăçлă самант. Çак савăнăçа вара эпир те, ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем, туйса тăратпăр. Районта ачасем çуралнине регистрациленĕ чух кашни ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хĕпĕртетпĕр: çемьесем те тĕреклĕрех пулаççĕ, пирĕн район пуласлăхĕ те çакăнпах çыхăннă. Иртнĕ çулталăкра пурĕ 407 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр: 216 арçын ача тата 191 хĕр ача.

Арçын ачасене ытларах çак ятсем пачĕç: Кирилл (14), Никита(13), Дмитрий (10). Хĕр ачасем валли ашшĕ-амăшĕ Виктория (18), Анна (13), Екатерина (11) тата Ксения (11) ятсем суйларĕç. Халĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене ытларах православи календарĕнчи святойсен ячĕсене пама тăрăшни сисĕнет. Çакăнпа пĕрлех пирĕн районта Айхан, Даниэль, Исмаил, Марсель, Аиша, Амина та ÿсеççĕ. Ял тăрăхĕсенчи демографие тишкерес пулсан ача çуралнипе Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Москакасси тата Çатракасси ял тăрăхĕсем малта.

Асăннă малтанхи виçĕ ял тăрăхĕнче тата Йÿçкасси ял тăрăхĕнче çĕнĕ çемьесем те ытларах йĕркеленнĕ. Районĕпе вара пурĕ – 223. Çак цифра малтанхи çулхинчен 33-пе пысăкраххи савăнтарать.

Шел пулин те, çемьесем арканнине те регистрацилемесĕр пулмасть. Иртнĕ çулталăкра районта 61 мăшăр уйрăлчĕ. Халĕ 50 ача тулли мар çемьесенче ÿсет. Ярапайкасси ял тăрăхĕнче кăна çемье арканни пулман.

2011 çулта 572 çын вилни çинчен акт çырнă: 291 арçынпа 280 хĕрарăм тата 1 çула çитмен пĕр ача ĕмĕрлĕхех куç хупрĕ. Çĕре кĕнĕ арçынсен вăтам çулĕ 61-пе танлашнă, хĕрарăмсен вара – 76 çулпа. Ытларахăшĕ Мăн Сĕнтĕр, Катькас, Муркаш, Çатракасси тата Турай ял тăрăхĕсенчен пулнă.

Пирĕн пата ят улăштарма ыйтса заявленипе тухакансем те пур. (Ред.: Ку темăпа хаçат вулакансене иртнĕ çулхи номерсенчен пĕринче тĕплĕн паллаштарнăччĕ.) Ят (хушамат тата ыт. те) улăштарма çыннăн право пур. Çак правопа иртнĕ çул тăватă çын усă курчĕ.

Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру пулма пултарать, анчах та татса памалла мар ыйтусем çук. ЗАГС пайне пыракансен ыйтăвĕсене те эпир туллин тивĕçтерме шантаратпăр.

Е. Иванова,

ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика