18 января 2012 г.
Çÿлти Турă умĕнче пирĕншĕн тăрăшакан, хута кĕрекен нумай. Анчах сăваплă Павел апостол пĕлĕт çинчи вăй-хăватсен тăхăр тĕсĕ пулни – ангелсем, архангелсем, престолсем, тытса тăракансем, пуçлăхсем, ирĕклисем, хăватсем, херувимсем тата Серафимсем – Турра ĕненекенсемшĕн алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пекех паллă.
Чиркÿпе влаç хутшăнăвĕ, тĕн çыннисем чăваш чĕлхин çырулăхĕпе сăмахлăхĕн пуçламăш утăмĕсене тăваканĕсем, харпăр хăйĕн чунне çăласси пирĕнтен кашнийĕн хăйĕн тивĕçĕ, Христос Туррăмăра ĕненессине халăх хушшинче тĕрĕс сарасси – çак ыйтусем тавра Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕнче иртнĕ вырсарни кун наука çыннисем тата журналистсем хутшăннипе Турра ĕненекенсем хушшинче çавра сĕтел иртрĕ.
Хăнасем хушшинче Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата танлаштаруллă литература кафедрин доценчĕ Е. Чекушкина, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Л. Васильева, «Тантăш» хаçатăн çамрăксен политикин пайĕн редакторĕ Р. Прокопьева, Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте тата çак йĕркесен авторĕ пулчĕç.
Калаçу Турра ĕненекенсемпе чăваш чĕлхипе литературин аталанăвĕ, Турра ĕненекенсен килĕшÿлĕхĕпе влаç гармонийĕ тачă çыхăнура пулни пирки пычĕ. Çамрăксене тĕрĕс воспитани парасси те вĕсене чиркÿ пурнăçĕпе тата тĕрĕс ĕненÿпе çыхăнтарнинче пулнине кашниех хăйĕн пурнăçĕнчи тĕслĕхсемпе уçса пама тăрăшрĕ.
– Чиркĕве çÿрĕр. Турра панă пурнăç нихăçан та усăсăр иртмĕ. Ачăрсене те Турă хушнă пек пурăнма вĕрентĕр – ÿкĕнмелле пулмĕ. Хăвăрпа та ĕçлĕр – «ĕненетĕп» тени ячĕшĕн çеç ан пултăр! – терĕ шăкăл-шăкăл иртнĕ тĕл пулăва вĕçленĕ май Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ Игнатий атте.
А. БЕЛОВ.