18 января 2012 г.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çакна кунсемпе çулсем иртнĕ май кашниех туллин ăнланса пыратпăр. Ăнланатпăр та – аслисем йĕркелесе ертсе пынипе – мĕн пĕлнине историе çырса хăваратпăр. Ку тĕлĕшпе Муркашри лицейра вĕренекенсем районти ытти шкулсемшĕн хăйне евĕр ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Иртнĕ çул лицейри кадетсем хăйсен аллипе ăсталанă виçĕ альманаха районти краеведени музейне парнелерĕç. Хăйсен ĕçĕсенче кадетсем иртнине пĕлмесĕр малашлăх çук тенине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. «Историри пулăмсене хамăртан кĕçĕннисем валли курăмлă упраса хăварассипе эпир çителĕклĕ ĕçлетпĕр-и-ха? Çук!» – терĕç те Муркаш лицейĕнчи кадетсем, хăйсен сăмахне ĕçпе çирĕплетсе раштав уйăхĕнче хăйсем ăсталанă черетлĕ альманаха районти краеведени музейне çитерчĕç. Альманах ячĕ «М.В. Ломоносовăн художествăлла тăсăмĕ». Вĕренекенсем хăйсен ĕçне паллă ăсчах çуралнăранпа 300 çул çитнине халалланă. Яшсемпе хĕрсем хăйсен ĕçне Р. Семенов кадетăн «Чăваш Ломоносовĕ – Н.В. Никольский» сочиненийĕпе пуянлатни пĕтĕмĕшле пархатарлăха ÿстерет кăна.
Савăнăçлă лару-тăрура кадетсен пĕр ушкăнĕ (сăн ÿкерчĕкре) С. Рожкова вĕрентекен ертсе пынипе хăйсен ĕçне музее тăратрĕç. Çапла вара кадетсем хăйсен унчченхи Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕçĕсем çумне – «Пуриншĕн те сире тав тăватпăр» тата «Пирĕн ентешсем – тĕрлĕ вăхăт паттăрĕсем» – виççĕмĕш альманах хушрĕç.
– Тавах сире тăрăшулăхăршăн. Сирĕн ĕçре пурнăçра паттăрлăх валли яланах вырăн пурри курăнать. Фронтра-и, ĕçре-и е вĕренÿре – иртнине манмасăр ыранхи куна ырă шанчăклă пăхакан çын йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасть. Сирĕн паянхи ĕç те çакна çирĕплетет, – терĕ кадетсене тав тунă май краеведени музейĕн директорĕ Татьяна Валериановна Ермолаева.
Манас марччĕ пирĕн хамăр историе!
А. БЕЛОВ.