Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемьесене – республика шайĕнчи пулăшу

18 января 2012 г.

Халĕ экономикăн тĕрлĕ отраслĕсенче тата бюджет сферинче ĕçлекен çамрăк специалистсем, çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт тума е хваттер туянма пултараççĕ. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама патшалăх шайĕнче те пулăшаççĕ: тĕрлĕ программа ĕçлет.

Акă иртнĕ çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче республикăра «Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указ вăя кĕчĕ. Указпа килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем ипотека кредитне çурт-йĕр туянма е тума ярсан кредит килĕшĕвне тунă кунран пуçласа 10 çул таранччен процентсен пĕр пайне (4 процент чухлĕ) республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ.

Район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак Указа пурнăçласси пирĕн районта та йĕркене кĕрсе çитнĕ: 9 çамрăк çемье республика шайĕнчи çăмăллăхпа усă курма тытăннă та ĕнтĕ.

Çак пулăшупа мăшăр 35 çултан аслă мар çемьесем, ашшĕ е амăшĕ 35 çул тултарман тата пĕрре е ытларах ачаллă тулли мар çемьесем, вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче черете тăнă пулсан усă курма пултараççĕ. Çавăнпа та республика шайĕнчи пулăшу пирки тĕплĕнрех ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ыйтса пĕлме пултаратăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика