14 января 2012 г.
Чăннипех те хăçан уçăлнă-ха пирĕн районта пĕрремĕш шкулсем; Ку ыйту чылайăшне кăсăклантарать пулĕ. Хальхи вăхăтра нимĕнпе те сăлтавланман, документсемпе çирĕплетмен пулсан та шкул юбилейĕсене уявланă тĕслĕхсене тăтăшах курма пулать. Акă нумаях пулмасть район хаçатĕнче Оринин шкулĕн юбилейĕ пирки çырса кăларнăччĕ. Вĕсем хăйсен шкулĕн 150 çулхи юбилейне уявларĕç. Пĕлес килет: мĕнле майпа вĕсем ку датăна паллă тăваççĕ-ха?
Муркаш районĕнче шкулсем уçăлнине халалланă материалсем çук теместĕп, вĕсем чылай. Анчах та вĕсем пĕри те тĕплĕн тĕпчесе хатĕрленĕскерсем мар, документсемпе çирĕплетмен фактсем, пĕр-пĕрне хирĕçлекен самантсем сахал мар.
Шкулсем уçăлни пирки эпир 2002 çулта пичетленнĕ «Муркаш районĕн кĕске энциклопедийĕнчен» пĕлме пултаратпăр. Хăш-пĕр шкулсем пирки унта чĕлхеçĕ, филологи наукисен кандидачĕ А. Горшков доцент çырнă. Мĕн пĕлме пулать-ха ку ĕçрен?
Земство шкулĕсем (училищисем) 1864 çулхи земство реформи хыççăн уçăлма тытăннă. Муркаш районĕнче земство шкулĕсем 1875 çултанпа кун çути курма пуçăнаççĕ. Ильинкăра кун пек шкул 1875 çулта, Мăн Сĕнтĕрте 1882 çулта, Очăкассинче 1884 çулта уçăлнă. Земство шкулĕсене уес земствисен укçи-тенкипе тытса тăнă. Ытларахăшĕнче 3 çул вĕренмелле пулнă. Вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне çут çанталăка тĕпчессипе (естествознание), географипе, историпе пĕлÿ панă. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне йĕркелессипе вĕсем чи лайăххисем шутланнă, вĕсенче квалификациллĕ учительсем ĕçленĕ. Хăш-пĕр земство шкулĕсенче арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăмшар ушкăнсенче вĕреннĕ.
Чиркÿпе прихут шкулĕсем – Раççейри революцичченхи пуçламăш шкулсем. Вĕсем Патшалăх пурлăхĕн министерствине пăхăнса тăнă, 1864 çултан тытăнса – Синода. Пирĕн район территорийĕнче пĕрремĕш чиркÿпе прихут шкулĕсем 1884 çултанпа йĕркеленме тытăннă (Муркашра – 1884 çулта, Катькасра – 1885 çулта, Нискассинче – 1885 çулта, Ахманере – 1886 çулта т. ыт. те). Вĕсем 1 класлисем (2 çул вĕреннĕ) тата 2 класлисем (4 çул вĕреннĕ) пулнă. Кунта тĕп предметсене – Турă саккунне тата чиркÿ юррисене – вырăнти чиркÿ священникĕ ертсе пынă.
Хута вĕрентекен (грамота) шкулсем – Раççейри революцичченхи ведомство е харпăр хăйĕн шкулĕсем. Вĕсенче ачасене вулама, çырма, шутлама хăнăхтарнă. Халĕ Муркаш районне кĕрекен ялсенче кун пек шкулсем 1884 çултанпа уçăлма тытăннă (Шаптакра – 1884 çулта, Çĕмĕрткассинче – 1885 çулта, Мăн Турханта – 1886 çулта). Преподавательсем пулса священник тата учитель ĕçленĕ. Кун пеккисем пулман чухне – хутла пĕлекен хресчен е демобилизаци йĕркипе çартан таврăннă салтак, чиркÿ дьяконĕ е ыт. те. Хута вĕрентекен шкулсем вĕрентÿ шайĕпе прихут училищисенчен каярах тăнă. 1891 çулта вĕсене чиркÿпе прихут шкулĕсен правипе Синода панă.
Малалла хăш-пĕр статьясенчен шкулсем пирки çырса кăтартнисене илсе пăхар.
1844 çулта Шурча ялĕнче А. Архангельский священник Патшалăх пурлăхĕн министерствин арçынсен пĕр класлă училищине уçнă. 1870 çулта И. Софийский священник çуртĕнче хĕрарăмсен пĕр класлă училищине уçнă.
Ильинка ялĕнче 1862 çулта чиркÿпе прихут шкулĕ уçăлнă, 1875 çулта унран земство училищи йĕркеленĕ.
Оринин ялĕнче 1861 çулта арçынсен земство училищи уçăлнă. Вăл Любимов священникăн çуртĕнче вырнаçнă пулнă.
Очăкассинче шкул 1838 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче уçăлнă, 1843–1866 çулсенче Патшалăх пурлăхĕн министерствин шкулĕ шутланнă. Пĕрремĕш преподавательсем – А.П. Паленин священник тата П.А. Добромыслов. 1884–1918 çулсенче – земство училищи.
Çапла вара шкул уçни тенĕ чухне мĕне шута илмелле-ха? XIX ĕмĕрте пуçламăш шкул вĕрентĕвĕн аталанăвĕ тĕн çыннисем хутшăнмасăр пулса пырайман. Уйрăмах çакна ку ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурри пирки каламалла. Вăл вăхăтра чиркÿ тата тĕн çыннисем ялти шкулсен пĕртен-пĕр учителĕсем пулнă тесе палăртать Ф. Благовидов «Деятельность русского духовенства в отношении к народному образованию в царствовании императора Александра II» ĕçĕнче. Муркаш районĕ пирки те çавнах каламалла.
Асăннă ĕçре Козьмодемьянск уесĕнче Муркаш районĕн территорийĕнче халăх вĕрентĕвĕ мĕнле аталаннине Çармăс Республикин Патшалăх архивĕн материалĕсемпе усă курса кĕскен тишкерни пур.
XIX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсемччен патшалăх халăх вĕрентĕвĕ çине тимлĕх уйăрсах кайман. Шкулсене ытларах чухне священниксем хăйсен пуçарăвĕпе уçнă, шкулсем те священниксен çурчĕсенчех вырнаçнă. Козьмодемьянск уесĕнче 1822 çулта Кĕçĕн Сĕнтĕр ялĕнче училище уçăлнă. Документсенчен асăннă училище валли Иоан Померанцев священник хăйĕн çуртне уйăрса пани паллă. Сăмах май ку шкула çармăс хресченĕсен 12 ачи те çÿренĕ.
1836 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Синод «Правила касательного первоначального обучения поселянских детей» йышăну тунă. Çавăнтан тытăннă та ĕнтĕ XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче прихутри тĕн çыннисем ялти шкулсене уçма пуçăнасси. Правилăсем 14 пунктран тăнă. Пĕрремĕшĕнче çапла çырса хунă пулнă: «Обязанность первоначального обучения поселянских детей относится к обязанностям приходского духовенства, которое сим средством и случаем должно воспользоваться для исполнения своей обязанности наставления детей в вере и благочестии». Ку правилăсенчех ачасене шкулта вĕрентме вĕсен ашшĕ-амăшне ÿкĕте кĕртесси, укçалла е тÿлевсĕр вĕрентесси, вĕрентÿ предмечĕсем, лайăх вĕренекенсене хавхалантарасси пирки те сĕнÿсем пулнă. Ытларах чухне сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса майăн 31-мĕшĕччен вĕренмелле пулнă. Çапла вара шăпах ĕнтĕ 1836 çулхи правилăсене чиркÿпе прихут шкулĕсен пĕрремĕш правилисем тесе калама пулать.
Архив докуменчĕсенчен çакă паллă. Козьмодемьянск уесĕнче Муркаш районĕн территорийĕнче 1838 çулхи сентябрь уйăхĕ(!) тĕлне ачасене Орининта, Шурчара, Ильинка Пуш хирĕнче (Ильинская Пустыня), Питтукассинче тата Ишекре пĕтĕмпех тĕн тата чиркÿ çыннисем, Кушвашра (Кожваж) Померанцевпа Гротинский священниксем, Кĕçĕн Сĕнтĕрте Боголюбов священник, Анат Кĕнерте (Çÿлтикасси) Кременский дьякон вĕрентнĕ.
Пĕтĕмпе Козьмодемьянск уесĕнче 1851 çул тĕлне прихут чиркĕвĕсем çумĕнче ялти 8 училище уçнă. Вĕсем Кĕçĕн Сĕнтĕрте, Кушвашра, Шурчара, Ильинка Пуш хирĕнче, Ишекре, Чермышевăра, Ахмыловăра, Мăн Юнкăра пулнă.
Юлашкинчен çирĕплетсех çавна каласа хăвармалла. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Муркаш районĕн территорийĕнче Шурчара, Ильинка Пуш хирĕнче, Орининта шкулсем 1838 çулхи сентябрь уйăхĕ тĕлне уçăлнă, 1842, 1862, 1861 çулсенче мар.
О. ТАРАСОВ.
Муркаш ялĕ.