14 января 2012 г.
Çулталăкпа çулталăк пĕр килмеççĕ пулин те кăрлач уйăхĕ хăйĕн сиввисемпе çулленех тăлăп тăхăнтартать. Сивĕсен патши, хĕл тымарĕ тата хĕл тăрри тесе ăна ахальтен каламан ĕнтĕ. Çак уйăхри сывлăшăн вăтам температури 10,3 градус сивĕ пулсан, термометр 1882 çулта 4 градус ăшă, 1940 çулта 51 градус сивĕ кăтартнă. Çакнашкал кăра уйрăмлăхсене пĕлсе тăрса кăрлач уйăхĕнчи сад-пахча ĕçĕсем тĕлĕшпе те килти хушма хуçалăх тытаканăн асăрхануллă пулмалла.
Кун таврăннине шута илсе кăçалхи сад-пахча ĕçĕсене планласси те ял çыннишĕн паян ырана хăвармасăр пурнăçламалли тивĕç. Ку уйăх пирки халăх сăнавĕнче çапла каланисем пур. Кăрлач типĕ те сивĕ тăни тата юхан шывсенче шыв вăйлă чакни – çитес çу кунĕсем типĕ те шăрăх пуласса. Çак уйăхри тумла пăрĕ вăрăм та таса пулсан – тухăç ăнĕ.
Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн сад-пахча ĕçĕсем кăрлачра çапларах пулмалла.
Кăрлач уйăхĕн 14–16-мĕшĕсем. Пÿлĕмре симĕсле усă курма петрушка тата хĕрлĕ кăшман акмалла. Хĕл каçма упрама хунă георгин, гладиолус, бегони тымарĕсене пăхмалла. Пÿлĕмри чечексен тĕммисене касса йĕркелемелле.
Кăрлач уйăхĕн 16–18-мĕшĕсем. Симĕсле усă курма акнă-лартнă пахча çимĕçе тата пÿлĕмри чечексене шăвармалла тата органика удобренийĕпе апатлантармалла. Пÿлĕмре симĕсле усă курма петрушка тата хĕрлĕ кăшман акма юрăхлă кунсем. Чечек куршакĕсенчи тăпрана кăпкалатмалла. Пÿлĕмри ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешессине кая ан хăварăр.
Кăрлач уйăхĕн 18–21-мĕшĕсем. Ÿсен-тăран лартма пач юрăхсăр кунсем. Пÿлĕмри ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешмелле. Ÿсен-тăран лартма тăпра хатĕрлемелле, вăрлăхпа минераллă удобрени туянмалла. Упрама хунă сапассене тĕрĕслемелле. Садра юр тытассипе тимлемелле.
Кăрлач уйăхĕн 21–22-мĕшĕсем. Калча тума çĕр улми вăрлăхĕ, петрушка тымарĕ, шăлсăр сухан акмалла.
Кăрлач уйăхĕн 22–24-мĕшĕсем. Ÿсен-тăранпа ĕçлессинчен, вĕсене шăварассинчен тытăнса тăмалла.
Кăрлач уйăхĕн 24–25-мĕшĕсем. Ытлашши ÿсен-тăрантан хăтăлмалла. Ÿсен-тăрана шăварма тата апатлантарма юрăхсăр вăхăт. Вăрлăхсем, хÿтĕлев хатĕрĕсем, стимуляторсем, удобренисем туянăр.
Кăрлач уйăхĕн 25–27-мĕшĕсем. Хĕлле çурăлакан чечексене шăвармалла тата апатлантармалла. Нумай çул ÿсекен чечексене калчалăх акмалла.
Кăрлач уйăхĕн 27–30-мĕшĕсем. Калчасем ÿстерме çĕр хатĕрлемелле. Вăрлăх тата удобрени туянăр. Хĕл саппасĕсене тепĕр хут тĕрĕслĕр.
Кăрлач уйăхĕн 30–31-мĕшĕсем. Апатра симĕсле усă курма петрушка, салат акăр, сельдерей лартăр. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварăр тата апатлантарăр. Калча тума пĕр çул ÿсекен чечексем акăр.