Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуçлак çулсем больницăна илсе ан çитерччĕр

14 января 2012 г.

Муркаш урамĕсенчи çулсене ятарласа шыв сапса шăнтнă тейĕн. Тротуарпа утма май çук, машинăсем çÿрекен асфальт çулпах асăрханса ĕçе утрăм. Вокзал умĕнчи лаптăк вара ирхи çутăпа каток пекех ялтăртатать.

Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов каланă тăрăх алă-ура хуçнипе, шăнăр тăсăлнипе медицина пулшăвĕ ыйтма пыракан та йышланнă. Сăмах май Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче алкогольпе наркăмăшланнисем те пĕлтĕрхинчен нумайрах пулнă. «Районта пахалăхсăр эрех сутнă пулĕ тесе те шутлатпăр. Комăна кĕрсе ÿкни, психика улшăнни – çак сăлтавсемпе тĕрлĕрен çынна илсе килме тивет. Тата акă мĕн шухăшлаттарать: ытларахăшĕ – Çатракасси енчисем. Кану кунĕсем ответлăх пирки пачах та мантараççĕ курăнать. Нумайăшĕ йĕркеллĕ канма пĕлменни палăрать. Кану эрехпе çыхăнса тăмалла мар. Çакна ăслă-тăнлă çыннăн ăнланмаллах. Эрех ĕçни, çулсем шуçлак пулни – травма нумайланнин пĕр сăлтавĕ шăпах çакăнта. Хамăр çинчен чи малтанах хамăр шутламасан мĕн пулать-ха вăл», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне врач.

Апла çут çанталăк тĕрлĕ службăсене тĕрĕслерĕ тейĕн: медицина ĕçченĕсене те, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене те...

Юн кун Муркашра çын тăтăш утакан вырăнсене хăйăр сапса тухрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Никитин кăçал валли «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа килĕшÿ тунине пĕлтерчĕ. «Хăйăрне те хамăрах пĕрле карьера кайса тиесе килтĕмĕр. Якалса пăрланнă çулсене таккаса хăйăр, тăвар сапрăмăр. Такканă çулсем çинче юр çусан та тытăнса тăрать, шуçтармасть», – пĕлтерчĕ вăл.

Калаçу каяш çине те çитрĕ. Çĕнĕ çул уявĕ хыççăн Муркаш варринчи «Чувашпечать» киоскĕ çывăхне районти чи «тирпейлĕ» çын виçĕ михĕ каяш килсе пăрахса хăварнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ видеосăнав оборудованине вырнаçтарма шутланине пĕлтерчĕ. Мĕнех, капла «тирпейлисемпе» те, йĕркене пăсакансемпе те çыхăнма çăмăлрах пулĕ...

Хăйăр-тăвар сапнă пулсан та хальлĕхе вара çулсемпе асăрханарах утмалла. Çанталăка кура çÿллĕ кĕлĕсĕр атă-пушмак тăхăнмалла. Пăр е юр сахалрах вырăнсемпе утма тăрăшăр. Вĕтĕ утăмсемпе, урасене çĕртен ытлах уйăрмасăр утни çĕр çула çывхаракан ватă çын уттине аса илтерет пулĕ. Анчах та хăрушсăрлăх çапла ыйтать, ниçта та васкама кирлĕ мар. Çул урлă каçнă чухне, чарăнусенче транспорт кĕтнĕ чух питĕ асăрхануллă пулмалла, ура та шуçма пултарать, транспорт та кĕске самантрах чарăнаймасть. Ÿкрĕрех пулсан вара (çурăм е хырăм çине ÿкме ан тăрăшăр, айккăн ÿкни чылай травмăран сыхлать) больницăна вăхăтра çитме тăрăшăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика