14 января 2012 г.
Иртнĕ çулти ĕçе тишкерсе пĕтĕмлетÿсем тума Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн сотрудникĕсем январĕн 12-мĕшĕнче пухăнчĕç. Канашлăва республикăри полици пуçлăхĕн çумĕ П. Федоров полковник та хутшăнчĕ. Право сыхлавĕн органĕсен районти ертÿçисем те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те полицейскисен ĕçĕпе паллашрĕç.
Август уйăхĕнче иртнĕ аттестаципе килĕшÿллĕн паян районти пайра 86 сотрудник вăй хурать. «Шăпах вĕсем районти лару-тăрăва тăнăç тытса тăрассипе тимлерĕç. Ĕç кăтартăвĕнче лайăх енсем пурри çинчен итлеме кăмăллă пулчĕ. Çитменлĕхсене, иртнĕ çул пурнăçласа çитереймен ĕçсене вара кăçал тĕрĕс йĕркелессе, малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатпăр», – район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Калинин çапла хак пачĕ полицейскисен ĕçне.
П. Федоров полковник районти полицейскисем маларах палăртнă задачăсене пĕтĕмĕшле илсен пурнăçланине пĕлтерчĕ. Анчах та вĕсене пахалăхлăрах тумалли майсемпе пуринпе те усă курманнине асăрхаттарса хăварчĕ. «Малашне ĕçе тĕплĕнрех шутласа тăвасса шанатăп. Кайран çитменлĕхсем ума тухса ан тăччăр», – çапла пулчĕ унăн сĕнĕвĕ.
Полици пайĕн ертÿçи Е. Плечов доклачĕпе паллашнă тата хăш-пĕр уйрăмсен етÿçисем тухса калаçнине итленĕ хыççăн тимлĕх ытларах ыйтакан енсем те уçăмланчĕç. Обществăлла вырăнсенчи хăрушсăрлăх та, ял тăрăхĕсенчи халăх дружинисен активлăхĕ те тивĕçлĕ шайра мар. Халăх дружинникĕсем валли муниципаллă шайра хавхалантару мелĕсем тупни вара активлăха ÿстерме тивĕç. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйту патне тĕплĕнрех пымалла.
Профилактика мелĕсен шутĕнчен калаçу формипе кăна усă курни те çителĕксĕррине палăртрĕ полици пуçлăхĕн çумĕ. Эрех-сăра «юхма» пултаракан уявсенче ял тăрăхĕсенчи пуçлăхсене уява тĕрĕс енпе ирттерессине хăйсем çине илме сĕнчĕ.
Эрех тенĕрен. Мускав стройкисенчен таврăнакансем хăйсем мĕн чухлĕ ĕçмеллине ниепле те ăнланса çитеймеççĕ, апла пулсан йĕркене пăсаççĕ пулсан вĕсемпе те саккунпа килĕшÿллĕн çирĕпрех пулма сĕнчĕ П. Федоров. Административлă йĕркене пăсни явапсăр иртмелле мар.
Ял тăрăхĕсенчи Культура çурчĕсенче видеосăнав оборудованине вырнаçтарни те профилактика мелĕсен эффективлăхне ÿстерме пулăшмалла. Ку ĕçе кăçал тума палăртнă. Хăш-пĕр уйрăм çынсем видеосăнав оборудованине вырнаçтарма ыйтни те пулăшу кÿмелле.
Сотрудниксем иртнĕ çулхи 410 преступленирен 86,7 процентне уçса пама пултарнă. Уçса паманнисен йышĕнче вара – ытларах ют пурлăха вăрлани. Районта çынна вĕлерни тата ытти йывăр преступленисен шучĕ те ÿснĕ. Апла профилактика ĕçĕ уксахлать.
Пĕри вăрманта, тепри арманта пулсан кăтартусем те, лару-тăру та лайăхланмĕ. Çавăнпа та П. Федоров полковник полицейскисене тĕрлĕ структурăсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме сĕнни ăнсăртран мар. Çапла кăна ÿсĕмсем тума пулĕ.
Н. Нико