14 января 2012 г.
Пур сфера аталанăвĕ те вăхăт ыйтнипе тан пырсан кăна пурнăçра лайăх улшăнусем пуласси паллă. Акă вĕрентÿ тытăмне модернизацилесси те тĕрлĕ енлĕн пулса пырать. Вăл вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессипе, педагогсен ĕç укçипе тата ыттипе те çыхăннă. Модернизаци тапхăрĕнче ресурс тата база шкулĕсен пурлăхĕ самаях пуянланчĕ. Учительсен ĕç укçи те ÿсрĕ. Халĕ вара тĕп шкулсене те учительсен тата вĕренекенсен автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме пуçларĕç. Акă пирĕн района та учителĕн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ пурĕ 10 комплект килсе çитрĕ. Комплектра компьютерпа программа тивĕçтерĕвĕ, акустика системи, нумай функциллĕ устройство, проектор, экран, маршрутизатор пур. Çакăн пек комплект районти кашни тĕп шкулах çитрĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсем валли 59 автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ (компьютерпа программа тивĕçтерĕвĕ) те килсе çитрĕ. Вĕсене министерство хушăвĕпе килĕшÿллĕн тĕп шкулсене (ача шутне кура) çитернĕ. Халĕ вĕсемпе ĕçлеççĕ. Усă кураççĕ.
Регионти вĕрентÿ тытăмне модернизацилессипе хатĕрленĕ проект пурнăçа кĕрсех пырать. Унпа килĕшÿллĕн вара 1-мĕш классем валли те автоматизациленĕ 30 ĕç вырăнĕ (маларах асăннă учителĕн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ евĕр) çитрĕ. Халĕ вĕсем кашни шкулти пĕрремĕш класрах пур.
З. Дипломатова,
район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи.