14 января 2012 г.
Çулсеренех пирĕн районти пултаруллă çамрăксем республика ертÿçин стипендине тивĕçеççĕ. Хастар çамрăксен ретĕнче – тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем тата вĕренекенсем. Райхаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленнĕ стипендиатсен списокĕ вара татах та вăрăмланчĕ. В. Егорова ячĕпе хисепленекен Муркашри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн пилĕк воспитанникĕ те кăçал ятарлă стипендие тивĕçнĕ.
Вĕсем çаксем:
Надежда Юрьевна Антонова – велоспорт,
Елена Николаевна Елизарова – ухăран пересси,
Нина Александровна Охотникова – хăвăрт утасси,
Ирина Евгеньевна Портнова – велоспорт,
Марина Борисовна Семенова – велоспорт.
Хастар çамрăксем И. Воробьев, И. Смирнов тата В. Киселев тренерсем ертсе пынипе спортра çитĕнÿсем туса пыраççĕ. Хамăр инф.