Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермер ĕçне пуçăнас кăмăл пулсан

14 января 2012 г.

Иртнĕ çулăн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 1737 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçленĕ, пирĕн районта вĕсен шайĕ 7 процент. Ял хуçалăх продукцине туса илессинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи пысăк. Анчах та харпăр хăй ĕçне пуçăнма пĕччен вăй çителĕксĕр. Çавна май фермер ĕçне пуçăнас текенсене пулăшас тĕллевпе 2012 – 2014 çулсенче пурнăçлама патшалăх шайĕнче тĕллевлĕ программа йышăннă. Кăçал ăна валли республика бюджетĕнче 2 миллиард тенкĕ пăхса хунă. Программа йĕркипе тĕплĕнрех паллашма эпĕ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе О. Макаровăпа çыхăнтăм.

– Ольга Витальевна, фермер ĕçне пуçăнас текенĕн мĕн пĕлмелле?

– Çĕнĕ программăна хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пулăшас, хушма хуçалăх тытакансене çак юхăма кĕртес, çапла майпа ял çыннисене тĕллевлĕ курăмлă пулăшу кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ. Харпăр хăй ĕçне пуçарас текен çыннăн малтан регистрациленмелле. Асăннă программăпа усă курас тĕллевлĕ предприниматель 19 çултан пуçласа 58 çулчченхи çын пулма пултарать. Иртнĕ çул регистрациленнĕ тата кирлĕ документсене хатĕрлесе çитернĕ çынсем кăçалхи январĕн 15-мĕшĕччен хăйсен ĕçĕсене конкурс комиссине тăратрĕç. Регистрациленнĕ тапхăрпа документсене комиссие тăратнă вăхăт вун икĕ уйăхран мала пулмалла мар. Апла пулсан çак программăна кĕрес текенсен халех тимлемелле. Программăна хутшăнас текен çыннăн ял хуçалăх енĕпе вăтам е аслă пĕлÿ, е тата ятарлă хушма курс илни кирлĕ. Енчен те çак пĕлÿсем çук пулсан ял хуçалăхĕнче виçĕ çултан кая мар ĕçлени е хушма хуçалăхра виçĕ çултан кая мар тăрăшни пулмалла. Хресчен (фермер) хуçалăхĕ «О развитии малого и среднего предпринимательства в Российской Федерации» Федераллă саккунта палăртнă йĕркесемпе килĕшсе тăмалла. Патшалăх пулăшăвĕпе çĕр, выльăх-чĕрлĕх, техника туянма, хуçалăх çурт-йĕрне çĕклеме е юсама усă курма юрать.

Унта хутшăнаканшăн бизнес-план пысăк пĕлтерĕшлĕ документ шутланать. Унта сирĕн малашнехи тĕллевлĕ ĕç-хĕл курăнать. Бизнес-планра хăвăр хуçалăхра туса илекен продукци калăпăшне ÿстермелли сĕнÿсем, производство базине тупăшлă йĕркелемелли утăмсем пулмалла. Çавăн пекех сирĕн виçĕ çынран кая тата вун пилĕк çынран ытла мар ĕç вырăнĕ йĕркелеме тĕллев лартмалла. Гранта тивĕçес текенĕн 100 пин тенкĕрен кая мар укçа е пурлăх пулнине çирĕплетмелле. Туса илнĕ продукцие 30 пин тенкĕрен кая мар вырнаçтарма тунă килĕшÿ пулмалла тата ытти те. Хăвăр пуçланă ĕçе пилĕк çултан кая мар туллин пурнăçламалла. Тĕллевлĕ программа вăя кĕнĕ май республикăра пĕтĕмпе виçĕ çул хушшинче 120 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 360 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле.

– Чи пысăк грант шайĕ 900 пин тенкĕ таран пулма пултарать, ун калăпăшне конкурс комиссийĕ палăртать. Çавăн пекех хăвăр ĕçре малашне мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнипе грант калăпăшĕ пĕр килмелле. Грант шучĕпе туяннă пурлăха регистрацилемелле.

Çавăн пекех фермер ĕçне пуçăнакансем валли пĕр хутчен паракан пулăшу парассине йĕркеленĕ, унăн калăпăшĕ 200 пин тенкĕ таран пулма пултарать, çак шая конкурс комиссийĕ палăртать. Унпа çурт-йĕр çĕклеме, кредит парăмне татма, компьютер туянма тата ытти тĕллевпе усă курма юрать. Çÿлерех асăннă пулăшусемсĕр пуçне пулас фермера нумай вăхăтлă инвестициллĕ кредит параççĕ. Çавăн пекех инвестициллĕ кредит субсидилессине йĕркеленĕ. Конкурс комиссийĕ йышăннипе фермер грант, пĕр хутчен паракан пулăшăва харăс е уйрăммăн тивĕçме пултарать.

Çапла вара программăна туллин пурнăçлама пĕтĕмĕшле тĕрлĕ çăл куçсенчен 144 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика