14 января 2012 г.
Ялсенчи пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсене пулăшасси Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритетлă енĕ шутланать. Çакна ăнланса районта пурăнакансем килти хушма хуçалăхсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕллевпе «АПКна аталантарасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çăмăллатнă кредитсем илессипе ял çынни туллин тата тĕллевлĕн усă курма тăрăшать.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул Муркаш районĕнче пурăнакансем патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе ытлă-çитлĕ усă курма тăрăшнă. Кăрлач-раштав уйăхĕсенче килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллатнă кредитсем илесси малалла пулса пынă. Çулталăк хушшинче район çыннисем пурĕ 660 кредит илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле сумми – 111 миллион та 252 пин тенкĕ. Танлаштарма: 2010 çулта район çыннисем килти хушма хуçалăхсене аталантарма 429 кредит килĕшĕвĕпе 60 миллион та 673 пин тенкĕ илнĕччĕ.
Иртнĕ çул районта пурăнакансем «Раççей ял хуçалăх банкĕнчен» 299 кредит килĕшĕвĕпе 52 миллион та 741 пин тенкĕ илнĕ. Раççейăн Перекет банкĕ урлă асăннă пулăшупа 361 кредитор 42 миллион та 745 пин тенкĕлĕх усă курнă.
Çак вăхăтра килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллатнă кредитсем илессипе Катькас (68 кредит), Муркаш (59 кредит), Мăн Сĕнтĕр (58 кредит) ял тăрăхĕсенче пурăнакансем активлăрах пулни курăнать.
Патшалăх килти хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтерме тытăннăранпа ку пулăшупа ыттисенчен активлă усă куракан ял тăрăхĕсем те пур. Малти вырăнта – Ярапайкасси ял тăрăхĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансен 48,8 проценчĕ асăннă пулăшупа усă курма пултарнă. Оринин ял тăрăхĕнче – 36,3 процент, Катькас ял тăрăхĕнче – 34,5 процент.
«АПКна аталантарасси» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа пирĕн районта пурăнакансем пĕтĕмпе 3711 кредит илнĕ. Укçа çине куçарсан ку сумма 559,5 миллион тенкĕпе танлашать. Тепĕр майлă каласан, килти хушма хуçалăха аталантарнă çĕрте патшалăх пулăшăвĕпе усă курнисем районти мĕн пур килти хушма хуçалăх тытакансен 27,8 проценчĕ.
А. БЕЛОВ.