31 декабря 2011 г.
Çемьере – 1-мĕш, районĕпе – 400-мĕш
Декабрĕн 26-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче районта çуралнă 400-мĕш пепкене çурални çинчен свидетельство панă.
Мăн Хураçкара пурăнакан Юлианияпа Алексей Овчинниковсен çемйинче дакабрĕн 4-мĕшĕнче пĕрремĕш ача – ывăл – кун çути курнă. Ăна Яков ят парас тенĕ. Пĕчĕк Яковăн ашшĕпе амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕн В.А. Калининăн Тав тунине панă.
Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă
Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç районта япăх мар пырать.
2011–2015 çулсем валли палăртнă «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн 2011 çулта çурт-йĕр туянма е харпăр хăйĕн çуртне çавăрма 17 çемье социаллă тÿлев илме май паракан свидетельствăсене тивĕçнĕ. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 8 миллион та 486,437 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран федераллă хыснаран – 2 миллион та 594,35 пин тенкĕ, республикăран – 4 миллион та 713,543 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран – 1 миллион та 178,544 пин тенкĕ.
2011 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен списокĕнче 241 вăрçă ветеранĕпе вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕ черетре тăрать. «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлисене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кирлине çирĕплетекен сертификатсем параççĕ. 2010 çулта кун пек сертификат илекенсем районĕпе 136 çын пулнă. 2011 çулта 52 ветеранпа тăлăх салтак арăмĕ сертификата тивĕçнĕ. Пирĕн районти ветерансемпе вилнĕ салтак мăшăрĕсем хваттерсене хамăр районта кăна мар, республикăн тĕп хулинче те илнисем пур.
Техника паркĕ çĕнелет
Хальхи вăхăтра машинăпа трактор паркне вăхăтра çĕнетсе пымасăр май çук. Унсăрăн механизаторсен ĕç условийĕсене лайăхлатма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулмасть.
Çакна районти ял хуçалăх предприятийĕсенче аван ăнланаççĕ. Уйрăмах кăçалхи кăтартусем çавна лайăх çирĕплетеççĕ. АПК предприятийĕсем кăçал ытти çулхисенчен чылай ытларах – 71 единица ял хуçалăх техники туяннă, пĕтĕмпе 75,5 миллион тенкĕлĕх. Вăл шутра 26 трактор, 3 автомашина, тĕш тырă вырмалли 3 комбайн, выльăх апачлĕх культурăсем пухса кĕртмелли 2 комбайн, çĕр улми кăларса пухмалли 2 комбайн т. ыт. те.
Çĕнĕ техника туянассипе Е. Андреев яч. хис., «Оринино», «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕсем, «Путь Ильича», «ВаСем» обществăсем хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ.