31 декабря 2011 г.
Шурчари тĕп шкулта спорт яланах малти вырăнта. Кунта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ.
Акă нумаях пулмасть кунта «Сывлăх кунĕ» иртрĕ. Шкул ачисен командисем çав кун «Савăнăçлă стартсенче», шашкăлла тата шахматла, сĕтел çи теннисла, турник çинче туртăнассипе, алă вăйĕпе тĕртĕнессипе, канат туртассипе, аслăраххисем волейболла выляссипе вăй виçрĕç.
Пĕтĕмлетÿ тунă май 1-мĕш вырăнта 3-мĕшпе 9-мĕш, 2-мĕш вырăнта 1-мĕшпе 8-мĕш, 3-мĕш вырăнта 4-мĕшпе 5-мĕш классем пулни палăрчĕ.
Вĕренекенсем çавна лайăхрах ăнланма пултарчĕç: спорт пурне те сывлăхсăр пуçне хавас кăмăл, туслăх, çирĕплĕх парнелет.
М. АЛЕКСАНДРОВА,
Шурча шкулĕн акăлчан чĕлхин учительници.