Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иисус Христос çурални

31 декабря 2011 г.

Вăл вăхăтра Рим кесарĕ Август хăйĕн çĕрĕ çинче пурăнакансен перепиçне ирттерме шутланă. Çавăнпа та кашнинех хăйĕн йăхĕ ăçтан тухнă, çав вырăна çитсе перепиçе хутшăнмалла пулнă. Иосифпа Мария Давид патша йăхĕнчен пулнă. Вĕсем Вифлеем хулине çул тытнă. Назаретран унта çитме ик çĕр çухрăма яхăн пулнă. Сăртлă-туллă вырăнсемпе утса Иосифпа Мария Вифлеема çитнĕ. Анчах та вĕсем çитнĕ çĕре унта чарăнса çĕр каçма вырăнсем юлман. Марийăн вара çуратма вăхăт çитнĕ пулнă...

Çапла вара ту хăвăлĕнче выльăх хупмалли вырăнта Мария Ывăлне çуратнă. Ун чухне Вифлеем йĕри-таврах кĕтÿ çÿремелли вырăнсем пулнă. Иисус çуралнă каç та хăш-пĕр кĕтÿçсем çывăрман, выльăх сыхланă. Сасартăк вĕсен умне Ангел аннă. Вăл хăрама кирлĕ маррине, пысăк савăнăç пирки пĕлтерме аннине каланă. Çав савăнăç вара пурин валли те пулнă. Ангел çынсем валли Давид хулинче Çăлакан, Христос Турă çуралнине пĕлтернĕ. Кĕтÿçсем Христос Турăна ту хăвăлĕнче курма пултарассине пĕлтернĕ. Иисус Христоса çуралма Турă пуян çурт мар, ту хăвăлне суйласа илнĕ. Пĕлтерессе те çакăн пирки пуян çынсене мар, ахаль кĕтÿçсене чи малтан пĕлтернĕ. Кĕтÿçсем унта пуринчен малтан çитсе Çăлакана пуççапнă. Çакăн пирки вĕсене кам пĕлтернине каланă.

Сакăр кун иртсен Ăна Иисус (Еммануил) ят панă. Çак ят «Турă пирĕнпе» тесе куçать. Ăна Турă Ангелĕ Вăл çураличченех палăртнă. «... ăна (Иосифа) Турă Ангелĕ тĕлĕкре курăнса каланă: ...Вăл ывăл ача çуратĕ, эсĕ ăна Иисус ятлă хурăн; Вăл Хăй халăхне çылăхсенчен çăлĕ, тенĕ».

«Çав вăхăтра Иерусалимре сăваплă, таса пурнăçлă Симеон ятлă пĕр çын пурăннă; вăл Израиль халăхĕ савăнассине кĕтсе тăнă; ун çинче Святой Сывлăш пулнă. Святой Сывлăш ăна ĕлĕкех каланă: эсĕ Турă Христосне курмасăр вилĕм курмăн, тенĕ. Вăл чунне систернĕ тăрăх, чиркĕве пынă. Ашшĕпе амăшĕ, саккун хушнă йăлана тăвас тесе, Иисус-Ачана чиркĕве илсе пырсан, Симеон Ăна хăй аллине илнĕ те, Турра мухтаса, каланă, эй, Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна Ху каланă пек, лăплантарса яратăн: Эсĕ пур халăхсенĕн те куçĕ умĕнче хатĕрленĕ çăлăнăçа, суя тĕнлисене çутатас Çутта, хăвăн Израиль халăхийĕн мухтавне манăн куçăмсем курчĕç ĕнтĕ, тенĕ. Иосифпа Ачанăн Амăшĕ Ун çинчен çапла каланинчен тĕлĕннĕ. Симеон, вĕсене пиллесе, Унăн Амăшне Марияна каланă: ак, çак Выртакан пирки Израиль хушшинче ÿкекен те, тăракан та нумай пулĕ. Ун пирки нумай тавлашĕç; Сана Хăвна та чĕрÿ витĕр хĕç касса тухĕ, çапла нумайăшин чĕринчи шухăшĕсем палăрĕç, тенĕ».

Христос çуралнă кун – православи çыннисемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Çак куна Турра ĕненекенсем тулли савăнăçпа уявлаçĕ. Çак кун Турă çынсене вĕсем пек ÿтленнĕ сăнпа уçăлнă. Хура халăха малтанхи çылăхран çăлăннине пĕлтерме тата çĕнĕ заповедьсем пама аннă.

Христиансем авалтанпах çак уява типĕ тытса та кĕлтуса хатĕрленнĕ. Мĕншĕн тесен çапла майпа кăна Турă уявĕн савăнăçне туллин туйма парать. Уяв умĕнхи кун – Сочельник. Ун умĕн вара ноябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 7-мĕшĕччен – типĕ вăхăчĕ. Анчах та типĕ тытнине пăхмасăрах православи çыннисем çитес уяв савăнăçĕпе киленеççĕ, çывăх çынсем валли парнесем хатĕрлеççĕ.

Январĕн 6-мĕшĕнчен 7-мĕшне чиркÿсенче çĕрле служба пуçланать. Çакă ăнсăртран мар. Çĕрлехи шăплăхра, Вифлеем çывăрнă чух, çут тĕнчене Иисус Христос килнĕ. Ангелсем ăна савса юрланă. Çавăнпа чиркÿсенче те çынсем ангелсемпе пĕрле пулса Иисус Христос çуралнăшăн савăнаççĕ.

Çак уявăн палли – Вифлеем çăлтăрĕ. Ирпе пĕрремĕш тухнă çăлтăр Иисус çурални çинчен пĕлтернĕрен. Тухăçри çăлтăрçăсем çав çăлтăр хыççăн кайса Вифлеемра Çăлакана пуççапнă. Çавăнпа та уяв парнисене те çăлтăрпа капăрлатмалли йăла пур.

Иисус Христос çуралнă кун пирĕн те Ун пек пулма тăрăшмаллине тепĕр хут аса илтерет. Вăл кашни çыншăнах çĕр çине килнĕ. Çавăнпа та çак уявра пурне те саламлаççĕ, парне параççĕ. Иисус Христос çуралнă кунхи парнесем Тура ĕненекенсемшĕн чи хаклă парне шутланаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика