Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашра бизнес-инкубатор уçăлчĕ

31 декабря 2011 г.

Чăваш Ен экономикин аталану никĕсĕнчи тытăм – пĕчĕк тата вăтам бизнес. Юлашки икĕ çулта мĕн пур бюджетăн укçи-тенки шучĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕ икĕ хут ÿсрĕ е çакă 300,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Ку тÿпери пĕр пай Муркаш районне те аякра хăвармарĕ, Правительство шайĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ çĕнĕ объект валли питĕ вырăнлă пулчĕ.

Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне уйрăмах харпăр хăй ĕçне вăя кĕртес тĕллевлисем валли черетлĕ сумлă парне пулчĕ. Декабрĕн 28-мĕшĕнче Муркаш салинче пысăк калăпăшлă объект – бизнес-инкубатор – уçăлчĕ. Савăнăçлă саманта асăннă çурт-йĕре çĕнĕ вăй-хăват кĕртме пулăшнă «Чувашагроинвестстрой» фирмăн генеральнăй директорĕ В.Г. Борисов, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.А. Быченков, çак министерствăн предпринимательствăпа алă ĕçне аталантарас пай пуçлăхĕ Е.Е. Сергеева тата ытти ответлă ĕçченсем, хисеплĕ хăнасем, предпринимательсем хутшăнчĕç.

– Эпир пĕрлехи вăйпа хамăр ума лартнă пысăк тĕллеве пурнăçларăмăр. Эсир ку ĕçре чăннипех те малтисем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пултăр. Манăн район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Ю.А. Иванова пысăк тав сăмахĕ калас килет, хăй вăхăтĕнче вăл çак ĕçе пĕлсе йĕркелесе пычĕ, çавăн пекех – çак çурта çĕклекен организацие те, – терĕ Александр Анатольевич Быченков.

Ял хуçалăх машинисене пуçтарса çитермелли цех йышăннă лаптăкра – 710 тăваткал метр – çĕнĕ объект çĕклени питĕ кăмăллă пулăм. Унччен усăсăр ларакан çуртра айĕн-çийĕн çил ачи шăхăрса чупатчĕ, хăйĕн яланлăх хуçине шыратчĕ. Мĕн тетĕр, хуçасăр çурта реконструкцилесе бизнес-инкубатор çурчĕн никĕсне хывса, ăна тулли хăватпа вăя кĕртес енĕпе «Чувашагроинвестстрой» строителĕсем юпа уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе пуçăнчĕç. Панă сăмаха тÿрре кăларассишĕн вĕсем пурте кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕç. Строительство ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕнче мана вăл объектра пулса курма тÿр килнĕччĕ, сывлама, утса иртме те йывăрччĕ. Рабочисем вара пурпĕр хăйсен ĕçне тăватчĕç, респираторсемпе ĕçлетчĕç, каç пулттинче те ĕç шавĕ кĕр кĕрлетчĕ.

– Строительство ĕçне пуçăниччен шиклентĕмĕр, питĕ кĕске тапхăрта пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçламалла вĕт. Хамăр сăмаха тÿрре кăларас тĕллевпе вунă – вун икшер сехет ĕçлерĕмĕр. Çак объекта пысăк пахалăхпа вĕçлес ĕçре 80–90 çын ырми-канми тимлерĕ. Çапла вара куратăр, каланă – тунă! Халĕ ĕнтĕ сирĕн район предпринимателĕсем валли çул уçă. Хăвăр ĕçĕре аталантарма ан ÿркенĕр кăна, – терĕ «Чувашагроинвестстрой» фирмăн генеральнăй директорĕ В.Г. Борисов. Валерий Гурьевич пуçланă ĕçре ăнăçу сунса кунти ĕçе ертсе, йĕркелесе пыракан Е.Н. Субботина «ылтăн уçă» тыттарчĕ.

Пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăксене предпринимательствăпа интереслентерсе вĕсене бизнесра пуçламăш утăм тума пулăшасси – пĕрлехи тĕллев. Тĕрлĕ енпе кăсăкланакан çамрăксем вара пирĕн хушăмăрта сахал мар, кашниех хăйне майлă ĕçре тĕрĕслет. Çапла вара производство бизнес-инкубаторне ĕçе кĕртнипе районта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшмалли инфраструктура йĕркеленет. Малашлăха пăхакан предпринимательсемшĕн анлă çул уçăлчĕ.

– Çак объект район тата республика экономикин аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнмалла. Çак çĕнĕлĕхшĕн пирĕн чи малтан хамăр президентăмăра тав тумалла, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.А. Калинин.

Çавăн пекех Владимир Аркадьевич «Чувашагроинвестстрой» фирма генеральнăй директорне Валерий Гурьевич Борисова Тав çырăвĕ парса хисеп турĕ, ĕçре палăрнă ытти ĕçченсене те чысларĕ.

– Эпĕ пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансене ăнăçу сунатăп. Сирĕн умра яланах çул уçăлса пытăр, – терĕ Ю.А. Иванов пухăннисене.

Бизнес-инкубатора вăя кĕртме республика бюджетĕнчен 2 миллион та 847 пин тенкĕ, федераллă бюджетран 11 миллион та 300 пин тенкĕ уйăрнă. Кунта 12 производство пÿлĕмĕ, 15 офис пÿлĕмĕ тата 1 конференци залĕ тунă. Çапла вара унти ĕç вăя кĕнĕ май çĕвĕ цехĕ, ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлемелли цех, хатĕр изделие порошок краскăпа сăрламалли, энергие перекетлеме май паракан сийлĕ кантăк тата кантăк пакет изделисене хатĕрлемелли тата ытти цехсем ĕçлемелле. Проектпа пăхнă тăрăх унта пĕчĕк предпринимательствăн 20-е яхăн субъекчĕ вырнаçмалла, 76 ĕç вырăнĕ йĕркеленмелле, вăл шутра 56 ĕç вырăнĕ – çĕнĕрен.

– Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени питĕ лайăх, уйрăмах çамрăксемшĕн. Ĕç пулсан çын пурăнать, малалла пурăнма хавхалану та пулать. Ку енĕпе Муркаш райповĕ те сахал мар тимлет. Паллах, хушма ĕç вырăнĕсем ытларах пулсан пирĕн район татах та малалла аталанĕ, – терĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, бюджет тата финанс енĕпе ĕçлекен яланхи комисси ертÿçи Б.В. Андреев.

Предпринимательсем кунти пÿлĕмри лаптăкпа кăна мар, информаципе консультаци, вĕренÿпе методика пулăшăвĕпе те усă курма пултарĕç. Çакăн пек пулăшу уйрăмах çамрăксене пуçламăш тапхăрта питĕ кирлĕ.

– Муркашсем яланхиллех çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртессинче малти ретре пулнине пытарма кирлĕ мар. Черетлĕ объект та çакна çирĕплетет. Нумаях пулмасть эпир кунта ĕçлĕ çул çÿревре пулнăччĕ, паянхи пулăма вара ĕненме те йывăр, – терĕ Елена Евгеньевна Сергеева.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен Çырăвĕсене тĕпе хурса кунта тĕрлĕ инноваци проекчĕсене вăя кĕртес ĕçе студентсене, çамрăксене, вĕренекенсене явăçтарма палăртнă. Çавăн пекех кунта Чăваш патшалăх университетĕнчи машиностроени факультечĕн студенчĕсем пĕрле вăй хунипе сăнавпа тĕпчев участокĕ ĕçлĕ, çапла майпа тĕрлĕ инноваци проекчĕсене пурнăçлама май килĕ. Правительство шайĕнче пĕрлехи ĕçе çапла йĕркелеме пулăшни пуриншĕн те пысăк малашлăхлă. Пĕтĕмлетÿ сăмахне çапларах калама пулать – пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕçне кÿлĕнекенсемшĕн ырлăх кăна пулĕ кунта.

– Эпĕ кун пеккине тахçанах ĕмĕтленнĕ. Анчах та кĕске вăхăтра пирĕн умра бизнес-инкубатор çĕкленнине, ĕçлес кăмăллисене пулăшма хатĕррине ĕненме те йывăр. Çапла вара пирĕн ĕмĕт пурнăçланнишĕн пурин ячĕпе те эпĕ тав сăмахĕ калатăп. Сирĕн шанăçа эпир тÿрре кăларăпăр, – терĕ кунти ĕç-хĕле ертсе пыракан Е.Н. Субботин.

Паянхи кун тĕлне районта 985 пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕ ĕçлет: 123 пĕчĕк предприяти, 9 вăтам предприяти, 837 уйрăм предприниматель, 16 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра 2800 çын вăй хурать. Отрасльсем çине пайласан çакă курăнать: ял хуçалăхĕнче – 32 процент, суту-илÿпе обществăлла апатланура – 30 процент, тĕрлĕ услуга парассинче – 19 процент, промышленноç ĕçĕнче – 18 процент, строительствăра – 2 процент.

Уяв самантне Ю.Н. Жуков ертсе пыракан концерт ушкăнĕ илемлетрĕ, Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика