Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕ сарайра ĕçлес кăмăл ÿсет

11 января 2012 г.

Раштав уйăхĕн вĕçĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен черетлĕ пĕрлехи кунне ирттерчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Т. Алексеевăпа çав кун ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен «Свобода» ял хуçалăх производство кооператив-заводра пулса куртăмăр.

Уяр çанталăк-и е пĕлĕтлĕ кун, уяв кунĕ-и е паллă юбилей – ĕçлекенĕн ĕçе тухмаллах. Выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн çак вăхăтра пурнăçлама пултарайман ĕç пирки калаçма та ирĕк çук. Ăратлă выльăх ĕрчетекен “Свобода” ял хуçалăх производство кооператив-заводра каланине ĕçпе çирĕплетесси – кун йĕркинчи çирĕп йăла. Вуншар çул пырать вăл, çĕр-шыври политикăпа экономикăн нихăш хумĕ айне те пулман. Мĕнре-ха сăлтавĕ; Çак ыйту çине хурав тупма хуçалăх ертÿçипе В. Ананьевпа, хуçалăхăн тĕп зоотехникĕпе Э. Замятинăпа «Свобода» хуçалăхăн Кашмашри тата Çатракассинчи сĕт фермисене çитрĕмĕр, В. Никитин ертсе пыракан сысна фермин ĕçченĕсемпе тĕл пултăмăр. Фермăсенчи тасалăх, ĕçпе кану пÿлĕмĕсенчи тирпейлĕх, выльăхсен апатне упрас, ăна выльăхсене парас çĕрти перекетлĕх куç умĕнчен каймарĕ. Тирпейлĕ хуçан вара ĕçĕ-пуçĕ ăнни пирки эпир каланă сăмах мар.

– Выльăх-чĕрлĕх валли çăва тухиччен апат-çимĕç çителĕклĕ, çавна кура производство та, сĕт сăвăмĕ те тивĕçлĕ шайра пырать тесе шутлатпăр. Тухăçлă ĕçшĕн патшалăх пулăшăвĕ пурри ыранхи кунпа пурăнма хавхалантарать. Çакна ферма ĕçченĕсем те ăнланни çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Хĕле лайăх хатĕрленнипе урамри сивĕ те ĕç пÿлĕмĕсенчи ăшăпа ылмашăнать. Çакă ĕçлеме тивĕçлĕ условисем пурри пирки калать, – терĕ пирĕн тĕллевсемпе паллашсан хуçалăх ертÿçи В. Ананьев.

Хуçалăх ертÿçин сăмахне Кашмашри тата Çатракассинчи сĕт фермисене тата Кашмашри сысна фермине çитсен унта ĕçлекенсем те çирĕплетсе пачĕç. Сарайсене хĕле тĕплĕ хатĕрленĕ пулин те юсавçăсен бригади вак-тĕвексене çийĕнчех пĕтерсе пырассине кулленхи ĕç тесе пурнăçласа пырать. Хуçалăхри ырă йăлапа ферма çывăхне кĕркуннех çителĕклĕ утă-улăм турттарса хунă. Тислĕк вăхăтра тухать. «Ĕçлеме кăмăл пысăк», – терĕç пире ферма ĕçченĕсем Çĕнĕ çул саламĕсене йышăннă май.

– Хуçалăх председателĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине тимлĕ пăхни пире те хамăр ĕçе тĕплĕн тума хистет. Ĕç укçине вăхăтра илетпĕр. Кунпа пĕрлех ĕçлемелли çи-пуçпа тивĕçтересси те вăхăтлă пулса пырать. Хуçалăх ертÿçи, зооветспециалистсем ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупни кадрсен ыйтăвне те кун йĕркине кăлармасть. Ку вара – ыранхи куна шанса вăй хумалли тĕкĕ, – терĕ ирхи сăвăма вĕçленĕ Елена Кириллова доярка.

Сĕт отраслĕнче хуçалăх икĕ уйăх ытла ĕнтĕ ĕнесене паха утăсăр, микро- тата макроэлементсемсĕр пуçне Чулхула облаçĕнчи куçса çÿрекен «Империал-НН» чикĕллĕ яваплăхлă общество хăйĕн хушма препарачĕсемпе вырăнта хатĕрлекен комбикормпа тивĕçтерсе пырать. Çапла вара паян хуçалăхри ĕнесем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен вăтамран 3-шер килограмм ытларах продукци параççĕ (12,8 килограмм). Сĕтри çу хисепне 4,1-пе танлаштарни, белок шайне 3,2-не çитерни, сарайсенче çĕнĕ оборудованисемпе ĕçлени продукцие пысăк хакпа сутасси патне илсе çитерчĕ.

– Çĕнĕлĕхсене ялан алла илсе ĕçлесе пырсан аталану çулĕнчен юлмасăр пурăнма пулнине кашниех куратпăр. Малашне те çапла пултăр тесе куллен ĕçе хавхаланса тухатпăр, – терĕ хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Э. Замятина.

Сарайсенчи тирпейлĕх майĕпен кашни фермăрах выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен кану пÿлĕмĕсене куçни те – ырă курăну. Кунта та кашни утăмрах тасалăх хуçаланать. Кану пÿлĕмĕсенче телевизорсем, микрохумлă кăмакасем ĕçлеççĕ. Пÿлĕмсенчи ăшă, ĕç тумтирĕ улăштармалли шкафсемпе ларса канмалли пукансем, таса сĕтел – кунта тирпейлĕх малти вырăнта пирки калаççĕ.

Хуçалăхри выльăх витисем тăрăх çÿренĕ май кооператив-заводăн тĕп выльăх тухтăрĕ Э. Любимова производство калăпăшĕ пирки тата выльăх чирĕсенчен хÿтĕленессипе епле ĕçлени çинчен тĕплĕ каласа пачĕ.

Хĕлĕн малтанхи 3 уйăхĕнче «Свобода» хуçалăхра пĕтĕмпе 328,1 тонна (пĕлтĕр 275,2 т) сĕт сунă, 92,8 тонна (2011 çулта 65,5 т) аш-какай туса илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа сыснасем талăксерен вăтамран 513 грамм (виçĕм çулхинчен 161 грамм ытларах), мăйракаллă шултра выльăхсем 721 грамм (111 грамм нумайрах) ÿт хушнă. А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика