Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле тăрăшни усă кÿрессе шанатпăр

11 января 2012 г.

Ачасен сывлăхне упрасси тата ăна çирĕплетесси – ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, пирĕншĕн те, воспитательсемшĕн, яланах тĕп вырăнта пулнă. Сывлăха тĕрлĕ енлĕн çирĕплетме пулать. Вăл шута урамра уçăлса çÿрени те кĕрет. Кун пирки акă шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем пурнăçласа пыракан çĕнĕ требованисенче те каланă: ачасен кунсерен виçĕ сехетрен кая мар уçă сывлăшра уçăлса çÿремелле.

Ача садĕнче çак вăхăта тĕрĕс тата интереслĕ йĕркеленинчен нумай килет. Мĕншĕн тесен урамра ачасем хăйсене ирĕклĕ тытса, тĕрлĕ хусканусем туса, вăй виçмелли вăйăсем выляса кăна хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ.

Унсăр пуçне тата урамра уçăлса çÿрени çут çанталăка юратма, тавра курăма анлăлатма, пĕр-пĕрин хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетме, ачасем хăйсем тума пултаракан ĕçе пурнăçлама та пулăшать.

Хĕллехи тапхăр вара – ачасемшĕн уйрăмах юратнă та кĕтнĕ вăхăт. Ачасем чун каниччен çунашкапа сăртран ярăнма, йĕлтĕрпе ăмăртса чупма, юртан тĕрлĕ кĕлеткесем тума пултараççĕ-çке. Вĕсем хăйсен ытларах вăхăтне ача садĕнче ирттернине эпир пурте чухлатпăр. Çавăнпа та ачасемшĕн хĕллехи кунсем асра юлччăр, савăнăçлă иртчĕр, çав вăхăтрах вĕсен сывлăхĕшĕн те усăллă пулччăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр.

Юр çунă çуманах хамăра уйăрса панă вырăна сăрт туса лартрăмăр, ăна шывпа сапса шăнтрăмăр. Лабиринт та хатĕрлерĕмĕр. Хамăр юратнă пепкесене асамлă юмах тĕнчине илсе çитерсе савăнтарас та килчĕ. Çапла вара ачасемпе пĕрле тăрăшсах юртан юмахри сăнарсене те ăсталарăмăр. Кĕлеткесене илемлетрĕмĕр: сăрăпа та сăрларăмăр, татăк-кĕсĕксенчен чечексем касса кăларса вĕсене кĕлеткесем çинче шăнтса лартрăмăр. Кунтах Хĕл Мучипе Юр Пике те «тупăнчĕç». Симĕс чăрăшĕ те юнашарах.

Эпир ачасемпе пĕрле тăрăшса ĕçлени сая каймасть пулĕ тесе шутлатпăр. Пĕрле ĕçлени, пĕрле выляни малашне те усă кÿрессе шансах тăратпăр.

Е. Кроликова, В. Ястребова, «Солнышко» ача садĕнчи вăтам ушкăнăн воспитателĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика