Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магазин ăшă кăмăлпа пуян

11 января 2012 г.

Пурнăç улшăнса пынă май эпир паян кашни ĕç никĕсĕнче ăна пурнăçлаканăн культурине пăхатпăр. Ăçта культурăллăрах – çавăнталла çул тытатпăр. Ял культури магазинтан пуçланнăран тавар туянакансем кунти çĕнĕлĕхсене сăнасах тăраççĕ. Сутуçăсен ĕçĕ-хĕлĕ те вĕсен куç хĕрне юлмасть. Çакăнти хăтлă та кăмăллă хутшăнусенчен вăй илмест-и-ха ялсен аталанăвĕ, тавар туяннă май ирттернĕ ăшă калаçура тымарланмасть-и-ха наци проекчĕсене пурнăçлассипе тĕвĕленекен черетлĕ туйăм; Кам епле хурав парĕ те, анчах шăкăл-шăкăл калаçу пысăк шанчăк çуратнине никам та хирĕçлемĕ. Пирĕн кулленхи пурнăçра вара час-часах çавă çитмест те. Кайран вара чавса çывăх та – çыртма çук. Çак шухăшсемпе Мăн Сĕнтĕр райповĕн иртнĕ çулла уçăлнă «Суту-илÿпе услугăсен центрĕн» алăкне уçрăм.

 Надежда Аркадьевна Храмовăпа Екатерина Николаевна Сапожникова сутуçăсемпе коллектива 16 çул ертсе пыракан Елена Анатольевна Одинцовăна куратăр. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ ĕçре пĕрремĕш кун мар вăй хураççĕ. 30–32 çул суту-илÿ ĕçĕнче тимлекен Надеждăпа Елена тин кăна-ха хăйсемпе пĕрле ĕçлеме пуçланă Екатеринăна кулленех ĕçри вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ.

– Аслă юлташсен тимлĕхĕ йывăрлăхсене çĕнме, ĕçе тĕплĕрех алла илме пулăшать. Тавах вĕсене çакăншăн, – терĕ тавар туянаканăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме сентре патне утнă май çамрăк сутуçă. Унăн сăмахĕнченех райпора çамрăксем тĕлĕшпе пысăк тимлĕх пулнине ăнлантăм. Ĕç коллективĕнчи килĕшÿлĕх, тавар туянакансемпе йĕркеленнĕ ăшă кăмăллă хутшăнусем сутуçăсене тăтăшах ĕç планне пурнăçласа пыма пулăшаççĕ. Çапла вара ырă ĕçпе палăраççĕ вĕсем райпо системинче.

2012 çулта та ăнăçу пултăр сире, маттур хĕрарăмсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика