Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канмалли кунсем – спортра

11 января 2012 г.

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсем йăлана кĕнĕ тăрăх спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулчĕç.

Районти хоккей федерацийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн январĕн 4–5-мĕшĕсенчи Раштав ăмăртăвĕнче «Калмыково» команда çĕнтернĕ.

Иртнĕ çулхи итогсем тăрăх «Сывлăх» ФСКра чи вăйлă 4 команда волейболла вăй виçнĕ. Хĕрÿ вăйăсенче «Передовик» СХПК команди кубок çĕнсе илме пултарнă.

Районти вĕренекенсен шашка-шахмат турнирĕсем те интереслĕ иртнĕ. 9 вăтам тата 8 тĕп шкул хутшăннă унта. Тĕрлĕ ÿсĕмсенче малти вырăнсене Чуманкассинчи, Ярапайкассинчи тата Çатракассинчи вăтам шкулсен командисем палăрнă. Тĕп шкулсем хушшинче – Шетмĕпуçĕнчи тата Кашмашри шкулсем. Çак турнирсен çĕнтерÿçисене вĕрентÿ пайĕ дипломсем парса кăна чысламан, Хĕл Мучин пылак парнисемпе те сăйланă.

Республика Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн парнисене çĕнсе илме январĕн 6-мĕшĕнче, ытти районсемпе хуласенчи пекех, Муркашра та спорта юратакан çемьесем стадиона пухăннă. Йĕлтĕр йĕрĕ çине ашшĕ, амăшĕ тата пĕр ачи тухнă. Ачасен çул ÿсĕмне кура малти вырăна çак çемьесем тивĕçнĕ: Çатракасси ял тăрăхĕнчи Скворцовсем, Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Дашковсем тата Хорнуй ял тăрăхĕнчи Колесниковсем.

Çав кунах Муркашри бассейнра та çемьесен ăмăртăвĕ иртнĕ. «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» ăмăртăва 5 çемье хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем Муркаш ял тăрăхĕнчи Потаповсем пулса тăнă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика